Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вут-çулăмран асăрханар

    «Инкек-синкек тĕпелтех ларать, йăнăш утăм тăвасса кĕтсех тăрать», - тенĕ мĕн авалтан. Çуллахи шăрăх çанталăкра вара йăнăш утăм тăвасси аякрах та мар, мĕншĕн тесен ачасем ытларах килте кĕшĕлтетеççĕ.
   Ашшĕ-амăшĕсем ĕçре чухне хăшĕсем харпăр хăй тĕллĕнех килсенче юлаççĕ, теприсем аслашшĕ-асламăшĕсемпе, кукашшĕ-кукамăшĕсемпе. Ача-пăчан хăйĕн ăсĕ, шухăшĕ, ĕмĕчĕ тенĕ пек вĕсем пĕр вăхăтрах темĕн те туса хума пултараççĕ. Шăрпăкпа выляма та ÿркенсе тăмаççĕ. Вут-кăварăн алли вара çав тери вăрăммине пурте пĕлетпĕр. Усă курма пĕлмесен унран еплерех инкек тÿсме лекнине чухлатпăрах. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, ачасене вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки каласа ăнлантармалла. Енчен те инкек таврашĕ сиксе тухсан харпăр хăйне еплерех тытмаллине вĕрентмелле. Каникул чăннипех те хаваслă ирттĕр тесен ачасенчен куçсене вĕçертмелле мар. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ачасене урамра кăвайт чĕртме те ирĕк параççĕ. Ку ĕçе пурнăçлама вара çитĕнсе çитсен те ĕлкĕрме пуласса шутламаççĕ те. Асăрхавсăр ачасем вара харпăр хăй килĕсенче кăна мар, кÿршĕсем патне те çитсе сарай тăрне улăхса шăрпăкпа выянă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Пушарта пурлăх кĕлленнипе пĕрлех ачасен пурнăçĕ те татăлма пултарать, çавăнпа та пурин те асăрханулăха ÿстересчĕ.
 
В. АНАНЬЕВА


25 июля 2007
00:00
Поделиться