Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕççи пуçланчĕ

   Республикăри кăнтăр районĕсем хыççăн вырма пирĕн района та çитрĕ. Июлĕн 26-мĕшĕнче «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи тăватă комбайн - «ДОН-1500», «Енисей» - 950, икĕ СК-5 «Нива» Ара çырми хĕрринче вырнаçнă 43 гектар йышăнакан кĕрхи тулă участокне тÿрремĕн вырса çапса тухрĕç.
   Штурвалсем умĕнче вырмана пĕрре кăна мар хутшăннă комбайнерсем - В.Васильев, А.Степанов, Э.Ефремов, В.Урмарин, пĕр тăван Дениспа Дмитрий Войковсем, Владимирпа Валерий Алексеевсем. Сăмах май, пĕлтĕр Алексеевсен экипажĕ 15 пин центнера яхăн тырă çапса тĕшĕлесе районта малтисенчен пĕрисем пулчĕç.
    Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар хуçалăхра. В.Нарзаев тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, тĕш тырă культурисем 1900 гектара яхăн йышăнаççĕ, вĕсенчен кĕрхисем - 703 гектар, тулă - 544, тритикале - 120, ыраш - 33 гектар. Кĕрхи тырăсем акиччен те вăхăт нумаях юлмарĕ, çавăнпа çывăх вăхăтра йĕтем çине кĕрекен тыр-пула тасатса вăрлăха хываççĕ, вăл вара 250 тонна таранах кирлĕ.
   Çапла, вырма пуçланчĕ, халĕ тĕп тĕллев - ăна тăкаксăр пухса кĕртесси.
 
В. ТОЛМАТОВ


28 июля 2007
00:00
Поделиться