Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ашшĕ витĕмĕпе

    Мана тахçанах пĕр ыйту кăсăклантаратчĕ: мĕншĕн пĕр çемьерех пĕрисем тĕрлĕ професси суйласа илеççĕ, теприсем вара ашшĕн е амăшĕн çулĕпе каяççĕ; Çак ыйтăвăн хуравне «Кăнтăр электричество сечĕсем» уçă акционерлă обществăн Вăрмарти уйрăмĕнчи тĕп инженерпа Ю.Сергеевпа калаçнă хыççăн тупрăм.
   Вĕсен çемйинче пурте тенĕ пекех энергетик профессине суйласа илнĕ. Юрий Николаевич каланă тăрăх, çакă пĕтĕмпех ашшĕпе - Николай Сергеевич Сергеевпа çыхăннă. 1927 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнăскер, çамрăклах электромонтер профессине алла илнĕ. Каярах пĕлĕвне Киров хулинче ÿстернĕ, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче электрик, «Чăвашремстрой» организацире электриксен бригадирĕ пулса тăрăшнă. Арапуç ялĕнчи Галина Михайловнăпа, медицина сестрипе, çемье çавăрнă. Вăл вара мĕн пенсие тухичченех Чупайĕнче, Кивĕ Вăрмарта фельдшерта, тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче медицина сестринче ĕçленĕ. Апла пулин те ашшĕ витĕмĕ çемьери ачасемшĕн вăйлăрах пулнă.
   Кивĕ Вăрмарти шкула пĕтернĕ хыççăн Ю.Сергеев Шупашкарти энергетика техникумне çул тытать. Ăна 1974 çулта вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Челябинскри тракторсем тăвакан заводра ĕçлет. Çар служби хыççăн 1976 çултан пуçласа паянхи кунччен «Кăнтăр электричество сечĕсем» Вăрмарти уйрăмĕнче вăй хурать. Малтан электромонтер, мастер, инженер, халĕ - тĕп инженер. Арăмĕпе, Любовь Александровнăпа, хĕр çитĕнтернĕ. Сăмах май, кĕрÿшĕ, А.Петров, çакăнтах диспетчер пулса ĕçлет. Юрий Николаевичăн йăмăкĕ Евгения Николаевна та Шупашкарти энергетика техникумне пĕтернĕ хыççăн Пăрачкаври районти электричество сетĕнче мастер пулса вăй хурать. Упăшки те /шел пулин те вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ/ çакăнта тăрăшнă.
   Тепĕр йăмăкĕн Людмила Николаевнăн хĕрĕ те /вăл хăй химик-технолог профессине алла илнĕ/ Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦра инженер-энергетик пулса вăй хурать. Унăн упăшки вара Мускавра çав профессипех тăрăшать.
   Юрий Николаевичăн шăллĕ Николай Николаевич та энергетика техникумне пĕтернĕ. Пиччĕшĕпе пĕрле нумай çул хушши ĕçлет вăл. Коллективра ырă ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, Еленăпа, виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Асли кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Çемье вăрттăнлăхне уçса парас мар та, анчах вăл та, кĕçĕннисем те, аслашшĕн, ашшĕн, кукашшĕпе инкĕшĕсен, ытти тăванĕсен профессине суйласа илессе шанас килет. Династи ĕçне малалла та тăсмалла пултăр.
 
В. ТОЛМАТОВ


28 июля 2007
00:00
Поделиться