Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хастар, ĕçчен, çитĕннисенчен кая мар

   Шкул ачисем çинчен çапла каларĕ Вăрмарти çĕвĕ фабрикинчи ОТК начальникĕ И.Кузьмина. Кунта çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен хĕрсем ĕçлеççĕ. «Кун пекки халиччен пулман, кăçал пĕрремĕш хут. Хăйне евĕр опыт /сăнав/ ку пирĕншĕн», - палăртать С.Белоусова директор. Малтанхи уйăхра фабрикăра - 22 хĕр ача, халĕ вара вун иккĕн тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕç вăхăчĕ - 4-6 сехет. Çамрăк çĕвĕçсем уйăхне 1000-1500 тенкĕ укçа ĕçлесе илеççĕ, çавăн пекех вĕсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр та тÿлет.
    Хĕр ачасем фабрикăра тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçлаççĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Марина Васильевăпа Аня Каюкова çĕлеççĕ. Вĕсем нихăçан та çĕвĕç ĕçĕпе аппаланса курман, кунта килсен вĕреннĕ. Икĕ уйăх хушшинче çитĕннисенчен кая мар çĕлеме пултараççĕ. Виççĕмĕш бригадăра тăрăшакан Надя Михайлова куртка /ун чухне çак тумтире кăларатчĕç/ деталĕсене майлаштарса çĕлеме хатĕрлет /осноровка синтепона/. Пĕрремĕш бригадăри Аня Филимонова, Катя Николаева, Света Михайлова /пĕрремĕш вăтам шкул, 8 класс/ осноровка тăваççĕ тата куртка валли молни хатĕрлеççĕ. Улттăмĕш бригадăри Ирина Егоровăпа Наташа Егорова та çак ăсталăха туптаççĕ, Наташăпа Маша Прохорова пĕр тăвансем вара хатĕр продукцие çÿп-çапран тасатаççĕ те майлаштарса хураççĕ. Бригадирсем хĕр ачасен ĕçĕпе питĕ кăмăллă, хушнине те тивĕçлипе пурнăçлаççĕ çамрăк çĕвĕçсем. Хăйсен те ĕçлес хастарлăхĕ пысăк, «ветерансенчен» юласшăн мар.
    Хĕр ачасем, паллах, фабрикăна каникулта кăшт та пулин укçа тăвас шутпа килнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли илемлĕ тумтир, шкул хатĕрĕсем, кĕнекесем кирлĕ-çке. Ĕçлес опыт та пухăнать. Атте-аннене те пулăшу пулать. Вăхăт та усăллă иртет.
   Çакăн пек кăмăл-туйăмпа, шухăш-тĕллевпе пурăнсан çул çитмен ачасенчен чăн-чăн çынсем пулĕç.
 
А. МИХАЙЛОВ


28 июля 2007
00:00
Поделиться