Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕçех çĕнĕ тырă килĕ

   Пирĕн районти тырă йышăнакан пункт Чăваш Республикинчи «Чувашхлебопродукт» тытăмне кĕрет. Кунта кашни çулах çĕнĕ тырă килме пуçличчен ятарлă тĕрĕслев ирттереççĕ. Кăçал та тĕрлĕ специалистсем килсе материалпа техника базине, документацие, лабораторири тырă пахалăхне тĕрĕслемелли приборсемпе ĕç хучĕсене тĕплĕн тĕрĕсленĕ.
   Тĕрĕслÿ вăхăчĕ çитиччен предприятире ĕçлекенсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Кĕскен каласан, çĕнĕ тырра çут тĕнчене тин çеç килекен пĕчĕк ачана кĕтнĕ пекех кĕтеççĕ. Çак вăхăт чи яваплă самант тесен те пĕрре те йăнăш пулмасть. Складсене çуса тасатса дезинфекциленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ, предприяти территорине çум-курăкран тата тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатса тирпейленĕ. Тин пухса илнĕ тĕш тырă кунта нумай выртса юрăхсăра тухас çук. Вĕсене типĕтме икĕ агрегат пур, складсем шанчăклă. Унтан ытларах ÿркенмен кадрсем çителĕклех. Кăçал вĕсем складсене 2, 1 пин тонна тырă хума тĕллев лартнă. Кашни культурăна уйрăм çĕре хума вырăнсем çителĕклех. Комисси членĕсем питĕ тĕплĕн тĕрĕслесе «Предприяти 2007 çулхи тĕш тырра кĕтсе илме хатĕр» тесе палăртса хăварни коллектив членĕсене хавхалантарса пырать, ĕçлес хастарлăха ÿстерет. Предприятин ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, халăхăн выльăх-чĕрлĕхĕ валли хутăш апатлăх тырă та авăртса сутать, тулă кĕрпи те тăваççĕ, куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасем те тытаççĕ, юсав ĕçĕсене те манăçа хăвармаççĕ. Акă халĕ, предприяти кантурĕн çурчĕн çивиттине çĕнетеççĕ. Тĕрлĕ сортлă çăнăх та сутаççĕ, ăна заказ парсан вырăнах çитерсе параççĕ, хăйсемех автомашинăсем çине тиеççĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА


28 июля 2007
00:00
Поделиться