Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул автобусĕсем юсавлă-и?

     Приоритетлă наци проекчĕпе демографи политики еплерех пурнăçланса пынине Раççей Президенчĕ çумĕнчи президиум Канашĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен тата вĕрентÿпе наука министерствисем шкул автобусĕсемпе мĕнле усă курнине тата ачасене турттарнă чухне хăрушсăрлăх правилине çирĕп пăхăнмаллине еплерех йĕркеленине анализ тунă хыççăн çитменлĕхсене пĕтермеллине палăртнă.
    2007 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче шкул автобусĕсем техника тĕлĕшĕнчен юсавлăхне, ГОСТ Р 51160-98 требованийĕсене, квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтернине тĕрĕслÿ ирттерме йышăннă. Çавăн пекех техникăна юсас енĕпе автотранспорт предприятийĕсемпе килĕшÿ тунине, водительсем рейса тухас тата рейс хыççăн медицина тĕрĕслевĕ ирттернине, шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕслесе тăма хушнă.
     Пирĕн районта шкул автобусĕсем - 9. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пурин те çÿлерех асăннă тербованисене пурнăçламалла.
 
А.НИКОЛАЕВ


28 июля 2007
00:00
Поделиться