Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Яваплă тапхăр

    Мĕн акнине пухса илмелли тапхăр çитсе пычĕ. Ку вара пурин канăçне те çухатать, çапла пулмасăр, тĕш тырра та пухса кĕртмелле, кĕрхи культурăсене те акса хăвармалла, техникине те йĕркеллĕ ĕçлеттермелле, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те тивĕçтермелле.
   Cак ыйтусем тавра калаçрĕç те ĕнтĕ район администрацийĕнче иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕнче. Кунта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, фермер/хресчен/ хуçалăх пуçлăхĕсем, «Чувашхлебопродукт» патшалăх унитарлă предприятин представителĕ, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем пуçтарăннă. Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов хутшăннă.
    Кĕрхи культурăсене вăхăтра та тăкаксăр пухса кĕртессипе тумалли ĕçсем пирки райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Н.Васильев тухса калаçрĕ. «Чувашхлебопродукт» патшалăх унитарлă предприятин представителĕ - районти тырă йышăнакан пункт директорĕ В.Александров тĕш тыррăн рынокри хакĕ пирки чарăнса тăчĕ. Район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев, райадминистрацин экономикăпа муниципаллă пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ И.Андреева çĕр ресурсĕсемпе эффективлă усă курмалли çинчен тата çĕр ыйтăвĕсемпе кĕске хушăрах тумалли ĕçсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Çавăн пекех канашлура Г.Тимофеев /«Арабоси» агрофирма»/, Н.Захаров /Мичурин ячĕллĕ/ хуçалăхсен руководителĕсем, В.Павлов, С.Калягин хресчен /фермер/ хуçалăхсен пуçлăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тĕш тырăсем пухса кĕртнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх фермисене те хĕле хатĕрлемелли, силоспа сенажăн пахалăхне тĕрĕслеттермелли çинчен районти ветстанци начальникĕ П.Порфирьев аса илтерчĕ.
  Район пуçлăхĕ В.Кириллов тĕш тырра вăхăтра та пахалăхлă пухса кĕртмелли, çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермелли çинчен каларĕ.
 
А. АНТОНОВА


28 июля 2007
00:00
Поделиться