Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăюллисемпе чăтăмлисем

   Ыран - Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ
  Хальхи сывлăш-десант çарĕсем 30-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ.
   Пуçласа 1929 çулта басмачсем çавăрса илнĕ Гарм хулине /Таджикистан/ хăтарма сывлăшран хĕрлĕ армеецсен ушкăнне антарнă пулнă. 1930 çулхи августăн 2-мĕшĕнче вара Воронеж хули çывăхĕнче çар вĕренĕвĕ вăхăтĕнче десантниксен подразделенине парашютпа самолет çинчен пăрахнă. Çак датăпа çыхăнтарса сывлăш-десант çарĕсен кунне уявлама тытăннă.
   Сывлăш-десант çарĕнче вăйлисемпе чăтăмлисем службăра тăраççĕ. Кун пек çамрăксем пирĕн районта та чылай. Вĕсенчен пĕри Çĕнĕ Кавал çынни - Алексей Витальевич Малинков. Вăл 1976 çулта çуралнă, шкулта вĕреннĕ чухнех сывлăш-десант çарĕ канăç паман ăна. Юлташĕсемпе пĕрле аэроклуба çÿренĕ. 1993 çултах парашютпа 3 хутчен сикме пултарнă. Районти ДОСААФра водителе вĕренсе тухсан, салтака кайма ят тухать. Телее вăл сывлăш-десант çарне лекет. Кунта чăваш каччисем нумаййăн пулнă. Вăрмар поселокĕнчи С.Васильевпа пĕр полкра службăра тăраççĕ вĕсем. Çамрăк салтаксен шкулĕ хыççăн подразделенисене пайласа яраççĕ. Пĕр çулталăкран кĕçĕн сержант, сержант, тепĕр виçĕ уйăхран аслă сержант звани параççĕ. Вĕсен полкĕнчи салтаксене яланах яваплă вырăнсене янă. Чечен, Югослави тата ытти çĕрти хĕрÿ вырăнсенче пулнă Алексей юлташĕсем. Вăл вĕсемпе чăннипех те мухтанать. Алексей те пĕрре кăна мар яваплă объектсене сыхланă çĕрте пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл сывлăш-десант çарĕн командирĕнчен Тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Салтак служби вăхăтĕнче тепĕр 15 хут парашютпа сикме тÿр килет ăна. «Иртни нихăçан та манăçа тухмасть. Салтакра пулнине чăн-чăн пурнăç шкулĕ тесе шутлатăп», - тет Алексей Витальевич. Сăмах май каласан, унăн ашшĕ В.Малинков запасри капитан пулнă, шел пулин те 1987 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Арăмĕпе, Светлана Вячеславовнăпа, иккĕшĕ виçĕ ывăл та виçĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ. Алексей вара - чи кĕçĕнни. Асли, Сергей, тепĕр ывăлĕ Александр - пурте салтакра пулнă. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕсем Алексейшăн ырă тĕслĕх пулни куç умĕнчех. Пĕр тăван хĕрĕсем - Елена, Венера, Роза - тĕрлĕ çĕрте тĕпленсе пурăнаççĕ. Алексей Витальевич халĕ районти суд приставĕнче тăрăшать. Салтакран таврăнсан малтанах ĕçпе тивĕçтерекен центрта, унтан районти Казначейство уйрăмĕнче водительте тăрăшать, çав вăхăтрах Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче механизаци факультетĕнче заочно майпа вĕренсе пĕтерет. Пурнăçăн йывăрлăхĕсене çĕнтерсе малалла кайма хăнăхнăскере, малашне те ăнăçусем сунар.
 
А. НИКОЛАЕВА


01 августа 2007
00:00
Поделиться