Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха - чукун çул вокзалĕ

    Пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А. Гончаров, республикăри капиталлă строительство управленийĕн начальникĕн заместителĕ Ю. Петров, «Чăвашстройпроект» проект институчĕн директорĕ В.Захаров тата ытти яваплă çынсем пулнă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе В. Кирилловпа районта автомобиль çулĕсем тăвас ĕç мĕнле пурнăçланса пынин, поселокра чукун çул вокзалĕ тăвас ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
    Чи малтанах «Энтрияль - Пăртас - Шăплат», «Энĕш - Атайкасси - Хуруй» автоçулсем çинче ĕçсем мĕнлерех шайра пынипе интересленнĕ. «Энтрияль - Пăртас - Шăплат» автоçула тăвас ĕç вăраха кайнине, унăн подрядчикĕ Шупашкарти «ДОРремстрой» ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламали мерăсем çинчен» Указне тивĕçлипе пурнăçламаннине палăртнă.
    Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Горький чукун çулĕн Хусан уйрăмĕн Вăрмар станцийĕнче пулнă. А.Гончаров министр тата ытти представительсем çĕнĕ вокзала ăçтарах хăпартма вырăнлăраххине тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Министр палăртнă тăрăх, чукун çул вокзалне пассажирсем йышлă çÿрекен вырăна лартмалла. Вăл çавăн пекех поселокра хăйне евĕр центр пулмалла. Тепĕр майлă каласан пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен, хăтлă та капмар çурт хăпартмалла. Ĕçлĕ калаçура чукун çул вокзалне лартма тĕрлĕ вариантсем сĕнчĕç. А.Гончаров палăртнă тăрăх, вĕсенчен чи меллĕреххи - автовокзал енĕпе аякрах мар вырнаçтарни. Çавна май ку енĕпе проект ĕçĕсене пурнăçлама тытăнмаллине, унта пассажирсене çÿремешкĕн пур условисем пулмаллине палăртрĕ А.Гончаров министр. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 55 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.
   Унсăр пуçне министр поселокри тасатакан сооруженине çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă.
 
З. ПАВЛОВА


01 августа 2007
00:00
Поделиться