Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Харсăррисем ĕлкĕрчĕç

    Тунтикун районти тырă йышăнакан пункта çĕнĕ ыраш пуçласа турттарса килчĕç. Харсăррисем вара Тикашри «Иванов» хресчен /фермер/ хуçалăх ĕçченĕсем пулчĕç. Çĕнĕ тырра «Чувашхлебопродукт» тытăмне кĕрекен пирĕн районти тырă йышăнакан пункт тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕ. Тин çеç килнĕ тырра нÿрлĕх виçи палăртнă нормăран пысăкраххине кура типĕтекен агрегат умне тăкрĕç, кĕçех вăл таса складра вырăн тупĕ. «Тикашсен алли çăмăл пултăрччĕ, тырă пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăтăр», - терĕ предприяти директорĕ В.Александров.
 
А. НИКОЛАЕВА


01 августа 2007
00:00
Поделиться