Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ХУСАНТИ ĂМĂРТУСЕНЧЕ

    Ветерансем хушшинче çуран чупас енĕпе Тутар Республикинче мала тухассишĕн ирттернĕ уçă чемпионат икĕ куна пынă. Пирĕн спортсменсем унта лайăх результат кăтартнă.
    40-45 çулхи хĕрарăмсем 800 метра чупнă. Ку дистанцире С.Егорова /Чупай/ - пĕрремĕш, Н.Александрова /Чупай/ иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 400 метрлă дистанцире Л.Агапова /Вăрмар поселокĕ/ çĕнтернĕ.
     50-55 çулхи арçынсем хушшинче А.Ноздрин /Чупай/ 800 метра чупассипе иккĕмĕш пулнă.
   65-70 çулхи арçынсемпе ăмăртса Н.Михайлов /Вăрмар поселокĕ/ 400 метра чупса - пĕрремĕш, 800 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăна тухнă.
   К.Иванов /Кивĕ Вăрмар/ 1500 метра чупса пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.
   Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе наградăланă, парнесем панă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


01 августа 2007
00:00
Поделиться