Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Кар тăрса ĕçлемелле», -

    текен шухăшпа вĕçленчĕ райадминистрацинче пулса иртнĕ канашлу. Ăна район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ. Канашлăва хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсен начальникĕсем, секторсен заведующийĕсем, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, районти предприятисемпе учрежденисен руководителĕсем хутшăннă.
   Малтанах 2006 çулта район халăхĕн сывлăх сыхлавĕ мĕнле шайра пулни çинчен район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева тухса калаçрĕ. Унăн калаçăвĕнчен район халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшса нумай ĕç туса ирттерни палăрчĕ. Пур ĕç те приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пынине палăртрĕ Надежда Иллариевна. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем те аван ĕçлесе пыраççĕ. Больница медицинăн çĕнĕ оборудованийĕсемпе, васкавлă пулăшу автомашинисемпе пуянланни те халăх сывлăхĕшĕн тăрăшниех пулать. Çапах та хăш-пĕр чирпе чирлекенсен йышĕ ÿсни пăшăрхантарать Н.Васильевăна. Демографи енчен илес пулсан çуралакансен йышĕ вилекенсенчен сахалтарах. Çынсем Кавал, Тикаш, Аслă Чак, Шăхаль ялĕсенче çут тĕнчерен ытларах уйрăлнă. Мăнçырма, Арапуç, Кĕтеснер, Пысăк Енккасси ялĕсенче вара ачасем ытларах çуралнă.
    Районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районĕнчи ертсе пыракан специалисчĕ О.Кузьмин чарăнса тăчĕ. Çăл куçсене, çырма-çатрасене, халăх ытларах пулакан вырăнсене таса тытмаллине аса илтерчĕ. Район территорийĕнче уртаракан чир пуçланнин сăлтавне тата ăна вăхăтра чарса лартас енĕпе тумалли ĕçсем пирки районти ветеринари станцийĕн начальникĕ П.Порфирьев паллаштарчĕ.
    Район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинчи куçман пурлăх обьекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 80 номерлĕ Указĕ пирĕн районта мĕнле пурнăçланни тата районти хуçасăр пурлăхсем çинчен тухса каларĕ.
   Канашлăва пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов тухса калаçрĕ. Халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн куллен тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА


01 августа 2007
00:00
Поделиться