Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кулленхи чи çивĕч ыйтусемпе

   Район пуçлăхĕ В.Кириллов йăлана кĕнĕ тунтикун ирттернĕ черетлĕ планеркăна район пуçлăхĕн заместителĕсем, райадминистрацин пайĕсемпе секторĕсен пуçлăхĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç.
   Чи малтанах Вячеслав Николаевич Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртни çинчен каласа пачĕ. Унта Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн тата республика бюджетне пурнăçланин 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пăхса тухнă. «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегине пурнăçласси эпир паян мĕнле ĕçленинчен килет», - тенĕ ларура Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăра промышленноç, ял хуçалăх производствисем уйрăмах хăвăрт аталаннă, Раççей вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Вăтам ĕç укçи калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ тата çирĕм процент ÿсмелле, çав шутра вĕрентÿ учрежденийĕсенче - 25 процент.
   Ларура экономика ăмăртăвĕн пĕрремĕш çур çулти итогĕсене пĕлтернĕ. Пирĕн район 14-мĕш вырăна тухнă. «Малтанхи вăхăтри кăтартусем пирĕн лайăхрахчĕ. Çавăнпа та хамăрăн майсене тĕплĕн тишкерсе лайăхрах ĕçлемелле, тунă йăнăшсене тÿрлетмелле», - терĕ Вячеслав Николаевич.
   Вăл çавăн пекех района Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министрĕ А.Гончарев килсе çул-йĕр строительствипе, чукун çул вокзалĕ тăвассипе, тасатакан сооруженин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленни çинчен каларĕ. Министр строительство ĕçĕсен пахалăхĕпе кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕ.
   Планеркăра çавăн пекех территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли, хутса ăшăтмалли сезона, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне, район депутачĕсен Пухăвне тĕплĕн хатĕрленмелли çинчен тата районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ


01 августа 2007
00:00
Поделиться