Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ултă уйăхри кăтартусем

   Кăçалхи ултă уйăхра районта преступленисен шучĕ, унчченхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 14, 7 процент чакнă, республикипе - 17, 0. Ку вăхăтра районта 157 преступление регистрациленĕ, иртнĕ çул 184 пулнă.
   Преступленисене хирĕç тĕрлĕ мероприятисем туса ирттернипе регистрациленĕ преступленисенчен 61, 1 процентне уçса палăртма май килнĕ. Криминал милицийĕ енĕпе, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе, 1, 9 процент чакнă. Ку енĕпе республикипе илсен те преступленисен шучĕ 11, 0 процент сахалтарах пулнă. Вĕсене тупса палăртассипе те аван ĕçленĕ. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе районта преступленисем - 19, 8, республикипе илсен 20, 1 процент чакнă, уçса палăртассипе те унчченхи çак вăхăтрипе танлаштарсан лайăхланнă. Преступленисен шайĕ 10 пин çын пуçне шутласан 56, 7, унччен 66, 2 пулнă. Преступленисене хирĕçле профилактикăлла мероприятисем тăтăшах ирттерни тата мĕн пур майсемпе усă курса ĕçлени хăш-пĕр участоксенче преступленисен шутне чылай чакарма е чарса лартма май пачĕ. Акă тĕслĕхрен, вăрă-хурахла тапăнни вуçех те пулман. Çынна тапăнса çаратасси, унăн пурлăхне те, кĕсье телефонĕсене вăрласси те, унчченхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чылай чакнă. Экономикăлла преступленисен тата закона пăсса хĕç-пăшал тытса упрассин шучĕ вара - ÿснĕ. Çул çитмен ачасем преступлени тăвасси пĕлтĕрхи çак вăхăтри шайрах юлнă. Район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче инкексем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен ытларах пулни вара çав тери пăшăрхантарать. Ку инкекре çыннăн пурнăçĕ те талнă, хăшĕ-пĕрисем тĕрлĕ енлĕ аманнă.
Преступленисем ытларах Вăрмар хула тăрăхĕнче пулса иртнине регистрациленĕ, çавăн пекех Кивĕ Вăрмарпа Кавал ял тăрăхĕсенче. Пулнă преступленисене уçса парассипе Кĕлкеш, Чупай, Шăхаль, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче начар ĕçленĕ.
 
О. НИКИФОРОВ


01 августа 2007
00:00
Поделиться