Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ çул илем кÿрет

   Çул. Вăл таçта та илсе çитерет, йĕркеллĕ пултăр кăна. Паянхи кун пахалăхлă çул пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çын çÿрекен вырăнта асфальтлă çул çуккипе тĕрлĕрен проблемăсем палăраççĕ, халăх йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкет.
   Çавăнпа пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа пирĕн районта та поселокра тата ялсене çыхăнтаракан çулсене асфальт сарма тытăнчĕç. Пĕтĕм ĕçе районти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн рабочийĕсем пурнăçлаççĕ. Уйăх каялла Çĕнĕ Вĕренере каякан çул хута кайрĕ, поселокри Киров урамĕнчи автомобиль трасси /800 м/ çĕнелчĕ. Иртнĕ кунсенче вара çынсем Ленин урамĕнчи çĕнĕ çул тăрăх утса савăнма пултарчĕç. 800 метр /çул юппинчен пуçласа автотранспорт предприятийĕ таран/ тăсăлаканскер çине асфальт хурас тĕлĕшпе те ДРСУ ĕçченĕсем хастаррăн тăрăшрĕç. Çитес вăхăтра вĕсен Ямпайне каякан çул çине асфальт сарма тытăнмалла. «Çулсене çĕнетнишĕн эпир хавас. Ун тăрăх утма та кăмăллă, вăл урама илем кÿрет», - теççĕ Вăрмарсем савăнса.
 
А. МИХАЙЛОВ


04 августа 2007
00:00
Поделиться