Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Каçалăк умĕнче - 4 комбайн

    Хресченĕн чи яваплă тапхăр - вырма пуçланчĕ. Çак вăхăтра ял çыннин ыйхи «вĕçет» теççĕ халăхра. Ку чăнахах та çапла. Вырма ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса «Шигали» хуçалăха çул тытрăмăр.
    Эпир Вăрмар поселокĕнчен тухрăмăр кăна - пире хирĕç Шăхальсен районти тырă йышăнакан пункта пĕр КамАЗ кĕрхи тулă турттарса та çитрĕç. Ку вĕсен пуçламăш рейс пулчĕ. Шăхальсем кĕрхи тулла 380 гектар çинче акса хăварнă. 17 тата 20 гектарлă уйсенчен пухса кĕртнĕ, халĕ 97 гектарлă участок çине куçнă. Кунта пĕр харăсах 4 комбайн тырă вырать: ДОН-1500 «Б», икĕ «Енисей - 1200», тепĕр «Нива СК-5». Вĕсен хуçисем ĕçре нумай опыт пухнă ăста механизаторсем - Г.Тапиновпа А.Ульянов, Г.Иваншкинпа В.Иваншкин, Н.Долговпа Н.Матвеев, А.Ульяновпа М.Тапинов.
    Шăхальте ĕç кĕрлесе кăна тăрать. Пĕрисем пухнă тырра тасатаççĕ, теприсем - çĕртме уйĕнче, виççĕмĕшĕсем козлятник курăк вăрлăхне çапса илессишĕн тăрăшаççĕ. Хуçалăха ертсе пыраканĕ-и, кунти инженер-и - ĕçе пайласа тăмаççĕ: штурвал е руль умне лараççĕ те уй-хирелле васкаççĕ. Эпир пынă кун та çаплах пулчĕ. Салтакран отпуска килнĕ Д.Степанов та тыр-пул шăпишĕн тăрăшса КамАЗ автомашина рулĕ умне ларса ĕçе пикеннĕ. Сăмах май каласан, тыр-пул шăпишĕнех канăçсăрланса кунта районти тырă йышăнакан пункт директорĕ В.Александров та çитнĕ. Çапла пулмасăр, районти ĕçлеме пултаракан хуçалăхсемпе предприяти тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçалхи вырма ăнăçлă та пĕр тăкаксăр ирттĕр тесех хуçалăхсене предприяти кассинчен аванс шучĕпе 800 пин тенкĕ яхăн укçса парса пулăшнă. Ку вара - пысăк пулăшу. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине мĕн çиттĕр. Туслă пурăнсан ĕç те ăнса пырать, пÿлмесем те тулли пулĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


04 августа 2007
00:00
Поделиться