Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕккисен пысăк уявĕ

    Районта, ялсенче çурхи ĕçсем вĕçленсен акатуйсем, ял уявĕсем пулса иртрĕç. Халĕ акă вырма вăхăчĕ те çитсе тăчĕ. Пĕрисен пĕр вăхăт та çук. Ача-пăчан вара хăйĕн вăхăчĕ: выляс та, савăнас та килет. Чылай ялта пĕчĕккисем валли ача сачĕсем те ĕçлемеççĕ, урамсенче ятарласа вылямалли площадкăсем те çук.
    Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене уйрăм çынсем усрава илме пуçларĕç. Кун пек çемьесем пирĕн районта 11: Шăплатра - 4, Вăтакасра - 2, Пысăк Енккассинче - 2, Арапуçĕнче - 1, Энтриялĕнче - 2. Çак çемьесем тăлăх ачасемшĕн ырă ĕç тăваççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Энтриялĕнчи Григорьевсем виçĕ ача усрава илнĕ. Настя - 5, Саша - 6, Таня 10 çулта. Çак ялти Степановсем 2 ача: Александра - 9, Иван 2 çулта. Ку ялта Емельяновсем те ача усрава илес тесе документсем пуçтарма пуçланă. Çак çемьесем усрава илнĕ ачасем хăйсене ыттисенчен уйрăмрах ан тытчăр тесе çав тери тăрăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра хăйсен вăйĕпе, пуçарулăхĕпе вылямалли площадка туса хута ячĕç. Нумаях пулмасть кунта хăйсене майлă савăнăçлă кун ирттерчĕç. Ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тĕрлĕрен конкурссем те пулчĕç. Ăна йĕркелесе пыраканĕ - Л.Григорьева. Ятарлă площадкăсене тĕрлĕрен ÿкерчĕксем ÿкерсе сăрлаканĕ - И.Емельянова. Унăн мăшăрĕ В.Емельянов тата ывăлĕ столяр ĕçĕсене пурнăçларĕç. Кĕскен каласан ку урамра пурăнакансем пурте активлă хутшăннă çак ĕçре: кам циркулярка, хăма парса пулăшнă, кам турттарса панă. Пĕчĕккисен пысăк уявне Энтрияль ял тăрăхĕн специалисчĕ Е.Васильева хутшăннă, ачасене вылямалли тĕрлĕрен япаласем парнеленĕ. Хăйне евĕрлĕ уяв питĕ хаваслă иртнĕ.
 
Л. ЭСЕНКУЛОВА


04 августа 2007
00:00
Поделиться