Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăван района - 80 çул

55 çул каялла

1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче ВКП/б/ Вăрмар райкомĕн организациллĕ пленумĕ «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулма Герман Матвеевич Матвеева çирĕплетнĕ. 27-ри редактор çийĕнчех типографипе редакцин çуртне туса лартас ĕçе кÿлĕннĕ.

Каярахпа, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, хăйĕн кун кĕнекинче /дневникĕнче/ вăл çапла çырнă: «Редакцин çĕнĕ çуртне Буинскран турттарса килесси, лартасси тата унпа çыхăннă нумай, нумай ĕçсем пуçа канлĕх памарĕç. Е ĕç укçи çитмест, е автомашина тупма хĕн, е ытти чăрмавсем. Юрать, юлташсем пур. Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2 пин тенкĕ укçа çитмерĕ, ăçтан тупас? Каç пулать, банк хупă, ыран ирхине вара пригороднăй пуйăспа Буинска каймалла. Урамра хисеплĕ юлташăма, кĕнеке магазинĕн заведующине А.Михайлова куртăм. Вăл манăн йывăрлăхсене ăнланчĕ, укçа тупса пама пулчĕ. Унăн сутуçи Н.Денисов та унпа кăмăллăн килĕшет. МТСран машина илетпĕр. Юрать-ха пирĕн Саминова бухгалтер харсăр, часах вĕсемпе Мăнçырмана укçа илме вĕçтерет.

Çурта кÿрсе килнĕ. Чукун çул хĕрринчен автомашинăпа турттармалла. Машина тупмалла, çурта хуралламалла, смета тумалла. Виçĕ кунтан шофер та тупăнчĕ. Ырă кăмăллă, Петя ятлă çамрăк çын, çумăрлă çанталăкра çĕрĕпех пирĕн çурта турттарчĕ.

Паянхи куна ĕнтĕ çурт çÿлелле хăпарать. Арапуç çыннисем ăна улттăн тума тытăнчĕç».

Çапла вара редакципе типографин çĕнĕ çурчĕ, Герман Матвеев редактор пĕтĕм вăйне хурса тăрăшнипе, кĕске вăхăт хушшинче, пĕр уйăхрах çĕкленсе ларнă.

Çĕнĕ шкул

/Г.Матвеевăн кун кĕнекинчен/

«1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ - лăпкă кун. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ятарласа передача патăмăр. КПСС райкомĕнчен А.Ефремов шăнкăравларĕ. «Сана Михаил Николаевич Петров Кĕлкеш шкулне кайма кĕтет», - илтĕнчĕ трубкăран. Эпĕ передача пĕтичченех райкома васкарăм. КПСС райкомĕн I секретарĕ М.Петров, редакцинчи А.Хованский «Волгăпа» Чулкаса антăмăр. Унта Шупашкартан КПСС обкомĕнчен А.Борцов тата Министрсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ Н.Егоров килсе çитрĕç. М.Петров вĕсен машини çине куçса ларчĕ, эпир А.Хованскийпе райком машинипе кайрăмăр. Кĕлкешре - уяв. Кунта паян вăтам шкул уçрĕç. Эпĕ митингра калаçнă çынсен сăмахĕсене магнитофонпа çырса илтĕм.

«Халиччен пирĕн ялта пуçламăш шкул çеç пулнă», - тет платниксен бригадинче ĕçлекен Д.Шаров. Ачасем Вăрмарти тата Кавалти вăтам шкулсене çÿретчĕç. Халĕ, акă, хамăр ялтах ытармалла мар шкул çурчĕ ÿссе ларчĕ. Шкула «Россия» совхоз директорĕ А.Волоснов, шкул директорĕ Н.Афанасьев тутарнă.

Çутă классем. Паян кунта 418 ача вĕренме тытăнать. Шкулта спорт залĕ, библиотека, радиоузел, кил-çурт ĕçĕсене тума вĕренмелли пÿлĕм, хими, физика, математика кабинечĕсем пур. Ку чухнехи партăсемпе пукансем, доскасем классене илем кÿреççĕ. Столовăй та, мастерской та пур. Ял культурине ÿстерес тесе совхоз дирекцийĕ пĕтĕм вăйран тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ юлашки 5-6 çул хушшинче Анаткас, Чулкас, Çитмĕш, Кивĕ Мăнтăр, Чĕкету ялĕсенче шкул çурчĕсем туса лартрĕç. Çĕнĕ шкулта ĕçлеме учительсемпе воспитательсем 34 çын кирлĕ пулаççĕ. Ялти пуçламăш шкулта 4 учитель çеç ĕçленĕ. Çĕнĕ шкула килнĕ учительсем хушшинче халиччен ытти çĕрте ĕçлесе пысăк опыт пухнă юлташсем те сахал мар: С.Уральская, Н.Андреева, М.Петров, Г.Шарова, А.Леонтьева, Н.Афанасьев учительсем хăйсен ырă ĕçĕпе районта тахçанах чапа тухнă. 14 çамрăк специалист паян хăйсен педагогика ĕçне çак çĕнĕ шкулта пуçлама тÿр килнишĕн тивĕçлипех савăнаççĕ. Учительсем валли хваттерсем те хатĕр».

 



"Урмарская районная газета"
15 августа 2007
00:00
Поделиться