Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхшăн тăрăшнă

Халăхшăн тăрăшнă

Ял варринчи мăн çырма варĕ яла икĕ пая уйăрать. Пĕрне - Лешкас Мăнçырма тенĕ. Ĕлĕкрех вăл «Чăваш хресченĕ» колхоз шутланнă. Теприне - чиркÿ кассине - «Çĕнĕ пурнăç» /«Новая жизнь»/ тенĕ. 1951 çулта вĕсене пĕрлештерсе пысăклатрĕç, хуçалăха «Правда» ят пачĕç. Вăрçă хыççăн чылай хуçалăхсем кивĕ автомашинăсем туянма пуçларĕç. Вăрçă пуçланиччен «Чăваш хресченĕ» колхозăн пĕр автомашина ГАЗ-ММ полуторка пурччĕ. Вăрçă пуçлансан унпа Валентин Денисов вăрçа тухса кайнă тетчĕç. Вăрçă хыççăн кивĕ ЗИС-5 автомашина туяннă. Унпа шофер пулса тĕрлĕ ялсенчен килнĕ çынсем ĕçленĕ. Вăл вăхăтра автомашинăсемпе, хĕлле çула юр хĕвсе кайнипе, çÿресех кайман. Çул типсен, кĕркуннеччен анчах автомашинăпа усă курнă. 1954 çул тĕлнелле «Правда» колхозăн виçĕ автомашина пулнă: ГАЗ-ММ, ЗИС-5 тата çĕнĕ ГАЗ-51. Вĕсемпе Александр Кудрявцев, Виталий Капитонов тата Çĕнĕ Шулханти Александр Васильев ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хуçалăх «Беларусь» тракторсем, кашни çулах çĕнĕ ГАЗ-51 автомашина илнĕ. Утмăлмĕш çулсенче «Правда» колхозăн ГАЗ-51 автомашинăсем тăваттăччĕ. Çавна шута илсе, ун чухнехи колхоз председателĕ Сергей Николаев пĕр автомашинине ялти тулли мар вăтам шкула парнеленĕ пулнă. Унпа малтан Александр Кудрявцев, каярахпа Иван Емельянов ĕçленĕ. Шкул директорĕнче ун чухне Тăвай районĕнчи Эльпуç ялĕнчи Афанасий Васильевич Васильев вăй хунă. Вăл пултаруллă организатор, ĕçшĕн тăрăшакан вашават çын пулнă. Çавăншăн ял халăхĕ ăна хисепленĕ. Мăшăрĕ - Минадора Александровна Мăнçырмасемех. Вĕсем иккĕшĕ те учительсем, çемйипе шкул çуртĕнче пурăннă. Шкул çурчĕсем, йывăçран тунăскерсем, кивелсе юхăнса кайнă. Директор çĕнĕ вăренÿ çулĕ пуçланиччен шкула юсама тĕллев лартнă. Канмалли кунсене пăхмасăрах пĕрмаях ĕçре тăрăшнă. Çапла вара пĕр канмалли кун /август уйăхĕ пек астăватăп/ машина рулĕ умне хăй ларса Мăнçырма пуссинчи хăйăр çырмине чул тиеме кайнă. Хăйĕнпе пĕрле вăл Николай Степанова лартса кайнă. Ку вăл 1957 çулта пулнă. Чулне тиесе çырмаран улăхнă чух автомашина моторĕ чарăнса ларать. Автомашина каялла кайнипе çаврăнса ÿкет. Афанасий Васильевич вилмеллех аманать. Николай Степанов сиксе ĕлкĕрет, сывă юлать. Эпĕ ун чухне колхозра çĕнĕ ГАЗ-51 автомашинăпа ĕçлеттĕм. Афанасий Васильевича пытарма Давид Гаврилович тата Василий Степанович Шупашкартан вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ илсе килчĕç. Пытарма пĕтĕм ял-йыш тухнă, масарах пынă. Оркестр мĕн пытарса пĕтеричченех хурлăхлă кĕвĕ вылярĕ. Ун хыççăн эпĕ вĕсене каялла Шупашкара леçсе ятăм. Çапла вара Афанасий Васильевич пирĕнтен уйрăлнăранпа 50 çул, çур ĕмĕр çитрĕ. Тăпри çăмăл пултăр.

Вăл хăйне те, пурнăçне те, канмалли кунне те шутласа тăман. Халăхшăн, шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрлесе çитерессишĕн тăрăшнă. Аслă ăрури çынсем ăна лайăх пĕлеççĕ. Унăн ырă ĕçне халăх манмасть.



"Урмарская районная газета"
22 августа 2007
00:00
Поделиться