Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье врачĕн офисĕ - çĕнĕ вырăнта

Çемье врачĕн офисĕ - çĕнĕ вырăнта
 
   Пĕтĕмĕшле практика врачĕн институчĕ паян çемьесене, пациент миçе çултине пăхмасăр, тĕрлĕ енлĕ медицина тата социаллă малтанхи пулăшу парать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ çемье врачĕ пулса тăчĕ. Çакă ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах вырăнлă. Мĕншĕн тесен çак çĕнĕ тытăма пурнăçа кĕртнĕ хыççăн вĕсем хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнтах, вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлесе врачăн паха пулăшăвне илме пултараççĕ. Акă Арапуçĕнчи çемье врачĕн офиснех илер-ха. Вăл халĕ çĕнĕ вырăнта, ял центрĕнче вырнаçнă. Çемье врачĕн офисĕпе юнашарах ял администрацийĕ, чиркÿ, райпон лавкки, музей, шкул пур. Пĕтĕмĕшле каласан ватти-вĕттине те кунта килме меллĕ. Кунта чирлĕ çынна сыватма пур условисем те туса панă. 4 çын выртмалăх койка вырăн, ачасен сывлăхĕсене тĕрĕслеме ятарласа кабинет, аптека пункчĕ пур. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ Надежда Германовна Николаева каланă тăрăх Арапуç тата Кĕтеснер ялĕсенчен пурĕ 1520 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Офисра пурĕ 5 медицина ĕçченĕ вăй хурать. В.Гаврилова, М.Спиридонова, М.Иванова медсестрасем, Р.Васильева санитарка ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Тухса çÿреймен йывăр чирлĕ 17 пациента та тимлĕх кÿреççĕ.
Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма килнĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов, район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева, «Фармация» патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Г.Каланова кунти çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллашрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç.
    Çакна палăртмалла: юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Ку енĕпе пирĕн районта та ÿсĕмсем пур.
 
З. ПАВЛОВА.


25 августа 2007
00:00
Поделиться