Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ир тăракан тутă пулнă»

«Ир тăракан тутă пулнă», -
 
тенĕ мĕн авалтан ватăсем. Çак сăмахсем çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансем пиркиех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен вĕсен пĕр канăç та çук. Кĕлкеш ялĕнчи «Возрождение» фермер /хресчен/ хуçалăхĕнче ĕçлекенсен те çавăн пекех. Унăн пуçлăхĕ Н.Ямуков 72 çулхи патвар арçын лара-тăра пĕлмест, ир вăрансан ура çине тăрать те сĕм çĕрлеччен ĕçре. Çавăнпа вăл хăй çулĕнчи пек мар, çап-çамрăк курăнать. Пур çĕре те çитме тăрăшать. Унăн тĕрекĕ - ачисем. Çамрăксене мĕн пĕлнине вĕрентме тăрăшать. Фермер хуçалăхĕнче 400 гектар çĕр - 65 гектарĕ çинчен çĕр улми çитĕнтереççĕ, кишĕр - 5, хĕрлĕ кăшман - 5, çурхи культурăсем - 200, нумай çул ÿсекен курăк 100 гектар çинче, ытти вара хура пусă. «Çĕр улмине кăçал тĕрлĕ сортсем - «Жуковский», «Роко», «Импало», «Невский» лартнă. Пĕр гектартан 150-160 центнер тухать. Сутлăха икĕ вакун ăсатнă, ыттисене путвала хуратпăр», - тет Н.Ямуков. Ĕçлес тесен ĕç тупăнать. Çĕр улмине пухса кĕртме Кĕлкешсемсĕр пуçне Çитмĕш, Чĕкету, Анаткас ялĕсенчен те халăх пуçтарăнать. Ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлеççĕ. Пĕр сехете 25 тенкĕ тÿлеççĕ. Шкул ачисем те хаваспах ĕçе тухаççĕ. Ана тулли халăх çĕр улмине вăхăтра пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


25 августа 2007
00:00
Поделиться