Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ - çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ - çĕр ĕçченĕсемпе пĕрле
 
    «1991 çултанпа патшалăх символне каялла тавăрнă, çак кунранпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх кунне уявлаççĕ. Çак уяв хальхи тата малашнехи ăрусене патшалăх символĕсене хисеплеме вĕрентме, çĕр-шывăн мăнаçлăхне яланах аса илтерсе тăма тивĕç», - терĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев «Арабоси» агрофирмăн Аслă Чак уйрăмĕнчи çĕр ĕçченĕсене çак уяв ячĕпе саламласа. Çавăн пекех вĕсене саламлама райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн физкультура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Краснов килнĕ. Вĕсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ политика партийĕн пирĕн районти уйрăмĕн политканашĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕç, ăшшăн саламларĕç, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн логотипне ÿкернĕ пĕчĕк ялав-сувенирсем парнелерĕç.
   Аслă Чак уй-хирĕнче ĕçлекен механизаторсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн шухăш-кăмăлĕсене ырласа йышăнчĕç, мĕншĕн тесен вăл çĕр ĕçченĕсемпе çывăх, ял хуçалăхне аталантарассишĕн чылай ĕçсем туса ирттерет.
 
А. НИКОЛАЕВА.


25 августа 2007
00:00
Поделиться