Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле пулсан çитĕнÿ пулать

       Шупашкарти «Спартак» стадионра «Туслăх кубокĕ» ятпа республикăри ентешлĕх организацийĕсен спорт командисем хушшинче ăмăртусем иртрĕç. Пирĕн ентешсем волейболла выляса 3, мини-футбол енĕпе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Тĕрлĕ вăйăсем пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăра малти вырăна тухрĕç. Спортсменсене хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Вăрмар ентешлĕх пуçлăхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, «Текстильмаш» уçă акционерлă обществăн директорĕн заместителĕ С.Лушин, «Водоканал» организацире спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалист А.Григорьев, В.Федоров /Вăтакас/, А.Матвеев /Чупай/ бизнесменсем пысăк пулăшу пачĕç.
    Район чысне хÿтелекенсене уйрăмах ятран асăнма кăмăллă. Вĕсем - Ю.Спиридонов, А.Ефремов, А.Иванов, А.Ларионов /Вăрмар поселокĕ/, О.Никитин /Арапуç/, В.Андреев /Энтрияль/, В.Хундяков /Карăкçырма/, В.Матвеев, А.Якимов, М.Гаврилов /Чупай/, В.Георгиев, В.Прокопьев /Кивĕ Вăрмар/, В.Павлов, Д.Семенов /Çиçтĕпе/, В.Камышев /Ямпай/. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Вăрмар ентешлĕх команди хаклă парнесемпе укçан премисем илме тивĕçлĕ пулчĕ.
 
А. КРАСНОВ.


25 августа 2007
00:00
Поделиться