Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район çапла çуралнă

Район çапла çуралнă
 
   1927 çулхи мартăн 24-31-мĕшĕнче Чăваш Автономиллĕ Социализмла Совет Республикин Канашĕн 2-мĕш съездĕнче республикăн территори пайланăвне улăштарасси, вулăссене пĕтерсе районсем туса хурассине пăхса тухнă. Çак улшăнăвăн пĕрремĕш тĕллевĕ вăл - республикăн управлени тытăмне лайăхлатасси, управлени аппарачĕсен шутне тата вĕсен тăкакĕсене чакарасси пулса тăрать. Республикăн территорине районсене пайлассин проектне ĕç çыннисен колективĕсенче, хаçатсен страницисенче сÿтсе явнă.
    Районсен центрĕсене туса хурассипе те нумай ыйтусем çуралнă. Республикăри 5 уеспа 53 вулăсран 17 районăн центрне палăртмалла пулнă. Архив докуменчĕсем тăрăх Вăрмар район центрне палăртнă чух та 2 вариант пулнă: 1-мĕшĕ - Вăрмар чукун çул станцийĕ, 2-мĕшĕ - Кавал ялĕ. Ун чухне Кавал ялĕ экономика енчен вăйлă аталаннисен шутĕнче пулнă. Кавал пасарĕ лайăх ĕçленĕ, 8 çул вĕренмелли шкул пулнă. Анчах та Кавал ялĕ районăн хĕрринче вырнаçнă. Вăрмар станцийĕн Кавал ялĕпе танлаштарсан кирлĕ енĕсем ытларах пулнă. Вăрмар станцийĕнче холодильник, сĕтел-пукан, складсем, суту-илÿ организацийĕсем пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ Вăрмар район центрĕ пулса тăнă. Ун чухне Вăрмар районĕнче 87 ял, 10491 хуçалăх, 49506 çын пурăннă, территорийĕ 891 тăваткал километр пулнă, пĕр тăваткал километрта 56 çын пурăннă. Выльăх-чĕрлĕх шучĕпе район кайрисен шутĕнче пулнă, лашасăр хуçалăх - 30, 2 процент, ĕнесĕр - 47, 7 шутланнă.
     1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм Союзри Ĕç тăвакан Тĕп комитет /ВЦИК/ Чăваш Автономиллĕ Социализмла Совет Республики 17 района уйрăлни çинчен йышăну кăларнă. Октябрĕн 1-2-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Советсен пĕрремĕш съезчĕ пулнă. Унта 111 делегат хутшăннă. Съезд фабрикăн клубĕнче 2 кун иртнĕ. Çак ыйтусене пăхса тухнă:
1. Совет Союзĕн шалти тата тĕнчери ĕçĕсем çинчен;
2. Чăваш Республикин Правительствин отчечĕ;
3. Район бюджетне çирĕплетесси;
4. Совет влаçне 10 çул çитнине уявласси;
5. Район ĕçтăвкомне, ревизи комиссине кандидатсем суйласси.
      Съездра Чăваш Республикин Правительствин отчетне нумай вăхăт хушши сÿтсе явнă. Вăрмарсем патшалăх аппаратне лайăхлатассипе, ăна чакарассипе, çителĕксĕр ĕçленине, йывăçран туса кăларакан продукцин хăйхаклăхĕ ÿссе кайни, шкулсенче учительсем улшăнни, учебниксем çителĕксĕр пулни çинче чарăнса тăнă. Съездра пуçласа район бюджетне çирĕплетнĕ. Делегатсем 6 тата 8 çул вĕренмелли шкулсем уçма, Ара çырми урлă кĕпер, Пысăк Енккассинче ветеринари пункчĕ тата ытти кирлĕ ĕçсем тума укçа уйăрмалли пирки калаçнă.
      Вăрмар район ĕçтăвком членĕсем пулма пурĕ 15 çын суйланă. Вĕсем хушшинче чукун çул станцийĕн начальникĕ П.Ступин, А.Иванов агроном, А.Егорова вĕрентекен тата ыттисем те пулнă. Пĕрремĕш Вăрмар район ĕçтăвкомĕн председательне суйланă. Вăл Николай Прохорович Хаймуллин, Çĕрпÿ уесĕн çĕрпе ĕçлекен управленин заведующийĕ пулса ĕçленĕскер. Çавăн пекех çĕрпе тата коммуналлă пай заведующийĕ пулма Г.Ахуков, культурăпа социаллă пайне - В.Савушкина, финанс тата налог пайне - Г.Сергеев, райĕçтăвком секретарĕ пулма А.Шалфеев суйланнă.
      Район ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш ларăвĕсенче уйрăмах çак ыйтусене пăхса тухнă: кадрсем уйăрса лартасси, шкулсем уçасси, вĕренмен çынсен шутне чакарасси, Кавал ялĕнче ял-хуçалăх выставки ирттересси. 1927 октябрĕн 28-мĕшĕнче районти ĕçтăвком ларăвĕн йышăнăвĕнче çапла çырса хунă: «Вăрмар район центрне Вăрмар станцине рабочи поселоксен шутне кĕртме ыйтса çырас». Эпир пурте пĕлетпĕр - ку йышăну 20 çул хыççăн çеç пурнăçланать.
 
Г. НАРСОВА


25 августа 2007
00:00
Поделиться