Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăйлисем малалла кайĕç

Вăйлисем малалла кайĕç
 
   Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ачасемпе пултарулăх çурчĕ районти шкул ачисем çуллахи каникула усăллă ирттерччĕр тесе сахал мар меропиятисем туса ирттерет. Иртнĕ кунсенче кăна-ха физкультурниксен кунне тата ачасен çулталăкне халалласа 15 çула çитичченехи тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче мини-футбол вăййи ирттерчĕç. Унта Кивĕ Вăрмар, Кавал, Мăнçырма, Пысăк Енккасси, Чупай, Чулкас, Энĕшпуç, Вăрмарти пĕрремĕш шкулсенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Урамсен хушшинчи командăсен вăййисем маларах ялсенче иртнĕ. Унта мала тухнисем района килме тивĕçнĕ. Районта малти рете тухнисем республикăна кайма хатĕрленеççĕ. Футбол вăййи пурне те интереслентерчĕ. Акă кунтах Мăнçырма, Пысăк Енккасси, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулсенчи физкультура учителĕсемпе директорĕсем. Район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов вĕсен ĕçне ырларĕ, хастар ачасене мухтарĕ. Ку вăйăра мала тухнисем республика шайĕнче тупăшĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА.


25 августа 2007
00:00
Поделиться