Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Çĕнĕ шкул» программăна - 10 çул

«Çĕнĕ шкул» программăна - 10 çул
   Чăваш Енĕн 2010 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе планланă кăтартусем Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе туллин пĕр килнипе асăнмалла. Вĕрентÿ сферинчи наци проектне ăнăçлă пурнăçлама республикăра иртнĕ çулсенчех тивĕçлĕ йĕркелÿпе право условийĕсене, шкулсен çĕнĕ йышши вĕренÿпе пурлăх базине хатĕрленĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен инноваци ĕç-хĕлĕн опытне, чи лайăх управлени тата вĕрентÿ практикисене пухнă. Çак проектсемпе ĕçлеме «Çĕнĕ шкул» программа хатĕрленĕ.
   Пирĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, общество пурнăçне улăштарнă ĕçре тĕп вырăн йышăнакан проект - Президентăн «Çĕнĕ шкул» программи 10 çул тултарчĕ.
Акă Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем çак программăна тĕллевлĕ пурнăçласа пыраççĕ. Çак шкул кăçал çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе РФ Президенчĕн Грантне /1 миллион тенкĕ/ çĕнсе илнĕ.
     «Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет пире. Пĕлÿ пани çеç мар, пурте паха пĕлÿ илме пултарни кирлĕ. Çавна май шкулăн пурлăхпа техника базине вăйлатасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çĕнсе илнĕ 1 миллион тенкĕ укçапа эпир шкул валли чылай компьютер, сĕтел-пукан /200 пин тенкĕлĕх/ тата ытти оборудовани туянтăмăр. Сăмахран, физика кабинечĕ валли оборудовани - 231, математика кабинечĕ валли - 98, 20 компьютер 400 пин тенкĕлĕх, телевизор, ксерокс, принтер, 3 ноутбук илтĕмĕр.
   Яланах аталанса пыракан вĕрентÿ интернет-ресурссемпе усă курмалли тухăçлă механизмсене ĕçе кĕртес тата вĕрентÿ процесне хутшăнакансем пурте сетьре хутшăну тытассине йĕркелес енĕпе те ÿсĕмсем тăватпăр. Шкулта Интернетпа усă курма пулать. Халĕ пĕтĕм кабинетра электронла ресурссемпе усă курмалли оборудовани вырнаçтарассипе ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне «Сывă апатлану» программăпа килĕшÿллĕн шкул столовăйне тĕпрен çĕнетсе улăштарассипе, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарассипе тăрăшатпăр. Çуллахи лайăх кунсемпе усă курса чылай ĕç турăмăр. Шкул çивиттисене хăш-пĕр вырăнсенче улăштартăмăр, ăшă пыракан трассăна çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ йышши пушар сигнализацийĕ /151 пин тенкĕлĕх/ лартрăмăр. Шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Шкул автобусĕсене юсанă. Вĕсем ачасене шкула илсе çÿреме хатĕр. Пĕтĕмĕшле каласан 1201 шкул ачине хăтлă та илемлĕ классенче кĕтсе илме хатĕр», - терĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ В.Макарова.
     Шкулăн пурлăхпа техника базине вăйлатнипе пĕрлех вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлемелли тытăма лайăхлатмаллине, вăл ирттернĕ уроксен шутĕнчен мар, вĕрентÿ пахалăхĕнчен килнине те лайăх ăнланать Валентина Степановна. «Çавна май кăçалтан вĕрентекенсене ĕç укçи тÿлессине çĕнĕрен пăхса тухнă. Унпа килĕшÿллĕн аслă категориллĕ вĕрентекен - 13 пин те 640 тенкĕ, çирĕм çул ытла педагогика ĕçĕнче тăрăшнă пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен - 8 пин те 866 тенкĕ, пуçласа ачасене пĕлÿ паракан 6 пин те 62 тенкĕ илĕ. Унсăр пуçне 10 процент хавхалантару пайĕ те пур. Вĕрентекенсен эрнери ĕç вăхăчĕ 36 сехетпе танлашать», - пĕлтерет В.Макарова директор.
Эппин çитĕнекен ăрăва пахалăхлă пĕлÿ, воспитани парас ыйтусем обществăшăн ыттисенчен пĕлтерĕшлĕрех пулмалла.
 
З. ПАВЛОВА.


29 августа 2007
00:00
Поделиться