Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсем кунта та палăрнă

Ентешсем кунта та палăрнă
 
    Сумлă та шавлă ирттерчĕç Шупашкарсем хăйсен тăван хулин кунне. Уява халалланă мĕнле кăна кăсăклă мероприяти иртмерĕ пулĕ. Анчах пĕрин çинче ытларах чарăнса тăрас килет. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ «Адвента» клуб «Атăл леш енчи ылтăн хăйăр» ятпа хытă çивитиллĕ мар çул-йĕрне çÿреме кăларнă автомашинăсем хушшинче ралли ирттерет. Кăçал унта Атăлçи федераллă округран 32 экипаж хутшăнчĕ, 18 çухрăмлă трасса вĕçне 27-шĕ çитме пултарчĕç. Тĕлĕнмелли çук - çулĕ питĕ кăткăс, хăйăр, лакăм-шырлан, шыв юххи... Урăхла каласан, водительсен профессионализмне тĕрĕслемелли чăн-чăн трасса.
   Çак ăмăртура пирĕн ентеш, республикăри çулпа патруль службин батальон командирĕн техника енĕпе ĕçлекен заместителĕ, Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Ашмарин экипажĕ иккĕмĕш çитнĕ. Сăмах май, иртнĕ çулсенче вăл экипаж командирĕ, штурманĕ те пулнă, яланах малти вырăнсене тухнă. Кăçал Анатолий Михайлович командирăн «Нива» автомобилĕ иртнĕ çулсенчи пекех малалла ăнтăлнă, 18 çухрăма 18 минутра парăнтарнă.
   Çĕнтерÿçĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин регионти уйрăмĕ, тĕрлĕ спонсорсем парнесем парса чысланă.
 
В. ВЛАДИМИРОВ.


29 августа 2007
00:00
Поделиться