Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăха пулăшасси - тĕрĕс çул-йĕр

ĕнĕ кун хĕвел тухăçĕнчен палăрать тенĕ пек, ял хуçалăх аталанăвĕ приоритетлă наци проекчĕ вăй илме пуçланинчен самаях палăрма тытăнчĕ. Ку енĕпе пирĕн районта ятарласа Россельхозбанкăн представительстви ĕçлет. Унăн экономисчĕсем А.Максимовапа О.Даринская тăрăшса вăй хунипех августăн 27-мĕшĕ тĕлне 327 çын 58 млн те 730 пин тенкĕ ял хуçалăх кредичĕ илме пултарчĕ. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пынипе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев тăтăшах интересленсе тăрать, вĕсемпе тĕл пулса калаçать. Районта еплерех ĕçсем пыни пирки ыйтсан Николай Васильевич çапла пĕлтерчĕ:
   - Агропромышленноç комплексĕнче приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе районти ĕçлĕ ушкăна район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пырать. Наци проекчĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, ял хуçалăх культурисем акса-лартса туса илессипе те аван ĕçлесе пыратпăр. Кăçалхи 7 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 18, 5 процент, уйрăм кил хуçалăхĕсенче аш-какай туса илесси 25, 5 процент ÿснĕ. Сĕт туса илессипе те палăрмаллах ÿсĕмсем пур. Мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен, чăх-чĕпсен йышĕ те пĕлтерхи çак вăхăтрипе танлаштарсан нумайрах. Выльăх-чĕрлĕх комплексне çĕнетсе улăштарас тата çĕнĕрен тăвас енĕпе наци проекчĕпе килĕшÿллĕн коммерци банкĕн кредичĕпе процент ставкине 8 çул таран субсидилеме пăхса тухнă. Çакăнпа килĕшÿллĕн «Арабоси» агрофирма» ĕне тата сысна фермисенче 15 миллион тенкĕлĕх ытла ĕç тунă. Кунсăр пуçне Арапуçсем Венгри Республикинчен 128 пуç ăратлă пушмак пăрусем 7 млн. 99 пин тенкĕлĕх туяннă. Кăкармасăр ирĕкре çÿрекен сăвакан ĕнесен сĕт параслăхĕ чылай ÿснĕ. Арапуçсен опычĕпе «Вăтам Энĕшсем» те анлăн усă курчĕç. Вĕсем те ĕнесене кăкармасăр тытмалли вите тунă. Сĕт сумалли залĕ пысăк та хăтлă. Çак çитĕнÿсем пурте наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пынипе пулса пыраççĕ. Ку çул-йĕре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ парти суйласа илнĕ, вăл çĕр ĕçченĕсемпе çывăх. Пирĕн районта та ăна ырласа йышăнчĕç, ял хуçалăхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Фермер /хресчен/ хуçалăхĕсене тата ялти пурăнакан уйрăм çынсене аталанма пулăшас енĕпе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Акă, кăçалхи августăн 20-мĕшĕ тĕлне наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа 1066 уйрăм хуçалăх 160 млн. 734 пин тенкĕ илнĕ, кăçалхи çул 514 уйрăм хуçалăх 82 млн. 176 пин тенкĕ илнĕ. Вĕсем ытларах выльăх-чĕрлĕх усрамалли вырăнсем çĕнĕрен тума тата ăна реконструкцилеме, мăйракаллă шултра выльăхсем, сысна, ял хуçалăх техникисем тата ытти те туянма илеççĕ. Кредит илес енĕпе халăха тĕрлĕ документсем пуçтарма Вăрмар хула, Арапуç, Кĕтеснер, Кивĕ Вăрмар, Чулкас ял тăрăхĕсенче аван пулăшаççĕ. Кредит илекенсем те хăйсем енчен кирлĕ документсене вăхăтра тăратса укçисене йĕркеллĕ тÿлесе пыраççĕ. Çавăнпа та палăртнă вăхăтра республика тата федераллă бюджетран субсиди илеççĕ.
   Наци проектне пурнăçа кĕртессипех районта ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем 15 йĕркеленнĕ. Вăсенчен 6-шĕ Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствинче тĕрĕслÿ витĕр тухнă. «Ниме» кооператив Аслă Чак ял тăрăхĕн территорийĕнче, «Слава» - Мăнçырмара, «Шарпаш» - Шăхаль ял территорийĕсенче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшма тытăнаççĕ. Вĕсенче халĕ тĕрлĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. «Урмары-Согласие» кредит кооперативĕ те пур. Халăха туса илнĕ ял хуçалăх тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене вырнаçтарма пулăшассипе район администрацийĕ активлă ĕçлет.
 
А. НИКОЛАЕВА


29 августа 2007
00:00
Поделиться