Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçлисене – «Ĕç ветеранĕ» ят

   Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парас, вĕсен йĕркеллĕ пурнăç шайне, обществăри хисепĕпе ят-сумне тивĕçтерес тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят туса хурасси çинчен Указ кăларнă.
   Унта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнĕ граждансене вĕсене пенси пама тытăннă хыççăн е ватлăхри пенси илмелли право паракан çула çитсен парассине палăртнă. Çапла майпа социаллă тĕрĕслĕх те, Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнĕ граждансен, пирĕн ветерансен социаллă хÿтлĕхĕ çирĕпленет.
    «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят туса хурас ыйтăва республика суйлавçисем 2006 çултах ЧР Патшалăх Канашне депутатсем суйламалли кампани пынă вăхăтрах пĕрре кăна мар хускатнă. Экономика, промышленноç, агропромышленноç комплексĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ системинче, культурăпа искусствăра уйрăмах палăрнă ĕçченсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята пама ыйтнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн политканаш секретарĕ М.Михайловский палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парас, вĕсен пурнăç условийĕсене çăмăллатас, лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ фракцийĕ чылай ĕç туса ирттернĕ. Çавна май ЧР Президенчĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Аслă канашĕн членĕ Н.Федоров указ кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун ватă е нумай çул хушши пĕр çĕрте тăрăшса ĕçленĕ çынсене савăнăç кÿрекен сăлтав пур. Вăл - «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят. Çак ята пирĕн районти Анаткас ялĕнче пурăнакан Валентина Михайловна Афанасьева тивĕçрĕ. Вăл чылай çул «Россия» совхозра хăмлаçă пулса тăрăшнă. Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану Министерствин республикăри патшалăх учрежденийĕн Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн директорĕн заместителĕ Г.Чернова чаплă лару-тăрура В.Афанасьевăна удостоверени пачĕ. Валентина Михайловна Çĕнĕ Вĕренерте йышлă çемьере ÿснĕ. Малтан ялти, унтан Мăнçырмари вăтам шкулта вĕреннĕ. Мĕн пĕчĕклех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, ял хуçалăх ĕçне кăмăлланă. Мăшăрĕпе, Николай Андреевич Афанасьевпа икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Николай Андреевич та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Россия» совхозра уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Вĕсем иккĕшĕ те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçарăвĕсене ырласа йышăнаççĕ.
 
З. ЕЛАКОВА.


29 августа 2007
00:00
Поделиться