Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ямпайне - асфальтлă çул

   Паян халăх пурăнакан вырăнсенчи çул-йĕр ыйтăвне татса парасси тĕп вырăнта. «Питĕ кĕске вăхăтра, тĕрĕсрех икĕ çул хушшинче, пирĕн Раççей пурнăçĕнчи сайра тĕл пулакан проекта ĕçе кĕртме тивет - республикăри халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна асфальт çулпа çыхăнтармалла. Ку тĕллеве пурнăçа кĕртме 9 миллиард тенке яхăн уйăратпăр», - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çавна май Н.Федоров «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Çак Указа «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн районти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçченĕсен хĕрÿ ĕççи пырать. Ямпай ялне çитиччен 2 километр та 350 метр тăршшĕ асфальтлă çул тăвассипе çанă тавăрса вăй хураççĕ Н.Ефимов, А.Степанов, Д.Александров, А.Сергеев рабочисем. В.Захаров, Ю.Петров асфальт хывакансем ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçласа пыраççĕ. В.Герасимов мастер кунти ĕçе йĕркелесе пырать. Çул юсас, асфальт сарас ĕç вăрттăнлăхĕсене аван пĕлет вăл. В.Дисконтов водитель вара КамАЗ автомашинăпа хăйăрпа тата ытти стройматериалсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Хальхи вăхăтра километр та 700 метр тăршшĕ çул-йĕр хывнă. Пурлăхпа техника базине çулсерен пуянлатсах пырать ку предприяти. Асфальта якатмалли катокпа тата ытти çĕнĕ техникăпа ĕç пахалăхĕ ÿссе пырать.
Çанталăкĕ чăтма çук шăрăх пулсан та, тăваймастпăр тесе лармаççĕ çул-йĕр хывакансем, хăйсен яваплăхне лайăх ăнланаççĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


29 августа 2007
00:00
Поделиться