Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç геройне асăнса

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт малалла васкать. Пурăннă пулсан кăçалхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн районти Мичурин ячĕпе хисепленнĕ колхоза çирĕм виçĕ çул хушши ертсе пынă Социализмлă Ĕç Геройĕ Сергей Лукич Лукин 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах та, шел пулин те, 17 çул каялла, 68 çултах вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Кунта çакна палăртмалла: ертÿçĕ ĕçĕ, уйрăмах ял хуçалăхĕнче, çав тери кăткăс та йывăр. Çавна пулах ял экономикипе культурине аталантарас, халăхăн пурнăç шайне çÿлĕрех те çÿлĕрех çĕклес ĕçе пĕтĕм вăй-халне панă çынсенчен нумайăшĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ.

Канма пĕлмесĕр ĕçлени, пĕрмаях канăçсăр шухăшлани, патшалăх, халăх умĕнчи пысăк яваплăха туйни ахаль иртмест-тĕр. Районти ертÿçĕсенчен хăшне-пĕрне çеç аса илер-ха: «Россия» совхоз директорĕ Ф.Иванов 52 çулта, «Тегешевский» совхоз директорĕ пулнă Г.Чернов 56 çулта, «Восход» колхоз председателĕ А.Пуклаков 50 çулта, XXV партсъезд ячĕпе хисепленнĕ совхоз директорĕ пулнă В.Леонтьев 54 çулта, «Чакинский» совхоз директорĕ пулнă Л.Ефимов 51 çулта пурнăçран уйрăлчĕç. Республикипех чапа тухнă «Путь Ильича» колхоза 30 çул ертсе пынă, кайран «Родина» хуçалăха çĕнĕрен йĕркеленĕ И.Михайлов та 70 çул та пурăнаймарĕ. Çак хурлăхлă списока татах та тăсма пулать.

Пирĕн, паян пурăнакансен, çак паллă ертÿçĕсен сăнарĕсем умĕнче çĕре çити пуç таймалла, вĕсен ятне асăнса яланах чĕрере упрамалла. Каларăмăр ĕнтĕ, Сергей Лукич ĕмĕрĕ те кĕске пулчĕ. Сăмахăма малалла тăснă май çакна палăртасшăн: эпĕ хамăн статьяра Сергей Лукич Лукинăн пĕтĕм пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен туллин каласа пама тĕллев лартмастăп, мĕншĕн тесен ун çинчен каламалли, çырмалли питех те нумай, район хаçатĕнче ăна валли вырăн çитерме йывăртарах.

Май килнĕ таран, унпа 10 çул пĕрле алла-аллăн ĕçленине шута илсе, С.Лукинпа çыхăннă хăш-пĕр паллă самантсем çинчен кĕскен аса илесшĕн.

1976 çул вĕçĕнче /мана ун чухне тин парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланăччĕ/ Мичурин ячĕпе хисепленнĕ колхоз председателĕнче 10 çул ĕçленĕ хыççăн ял хуçалăх производствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Сергей Лукича Социализмла Ĕç Геройĕн хисеплĕ ятне пачĕç.

Астăватăп, районти хăш-пĕр ертÿçĕсем иккĕленÿллĕ ыйтусем паратчĕç: «Лукин кун хыççăн чапланса, хăпартланса, вĕçкĕнленсе каймĕ-ши; /Ун пекки уйрăм çынсемпе пулкаланă ĕнтĕ/. Хуçалăха малтанхи пекех ăнăçлăн ертсе пыма пултарĕ-ши;»

Анчах çак иккĕленÿ кăлăхах пулчĕ.

Герой çăлтăрне илнĕ хыççăн Сергей Лукич çапла каларĕ: «Мана Герой ятне ку таранчченхи çитĕнÿсемшĕн кăна мар, малашне те йĕркеллĕ, тухăçлă ĕçлесе пырасса шанса панă. Çак шанăçа тÿрре кăларма эпĕ пĕтĕм вăй-хала паратăп».

Чăнахах та, тăван колхоза тепĕр 13 çул ертсе пырса, Сергей Лукич унăн экономикине тĕреклетес ĕçре татах та пысăкрах ÿсĕмсем турĕ. Вăл тата колхозри специалистсем, пĕтĕм ĕçченсем тăрăшнипе ял хуçалăх культурисен тухăçĕ çулран-çул ÿссе пыратчĕ. Тыр-пул тухăçĕ кашни гектартан 30-45 центнерпа, çĕр улми тухăçĕ /унăн лаптăкĕ 130 гектар пулнă/ - 170-200 центнерпа, хăмла тухăçĕ /20 гектар çинче/ - 15-18 центнерпа танлашнă.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те çулсерен ÿссе пыратчĕ. Кашни ĕнерен /сăвакан ĕнесем 400 пуç ытлаччĕ/ çулталăкра 3000-3200 кг сĕт сăватчĕç «мичуринецсем». Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 1400-1500, сыснасен шучĕ - 2000-2300 пуç пулнă.

Патшалăха ял хуçалăх продукцийĕ сутмалли плансем пулсан та, Кĕтеснерсем вĕсене тултарман çул пулман. Темĕнле йывăр çулсенче те колхоз тупăшлă ĕçлетчĕ. Сергей Лукич яланах çĕннине шыратчĕ, наукăпа практика çитĕнĕвĕсемпе производствăра тухăçлă усă курма тăрăшатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисене пурне те комплекслă механизациленĕччĕ. Вĕсенчи ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕччĕ. Çĕр ĕçĕнче те ун чухнехи çĕнĕ техникăпа тата технологипе туллин усă куратчĕç хуçалăхра.

Сергей Лукич социаллă сфера çине те питĕ тимлĕн пăхатчĕ. Вăл тăрăшнипе Кĕтеснерпе Кивĕ Шулхан ялĕсем хушшинче 6 çухрăм тăршшĕ асфальт сарнă çул турĕç. Ку вăл Вăрмар районĕнчи хуçалăхсенчи асфальтлă пĕрремĕш çул пулчĕ. Колхоз пулăшнипех Кĕтеснерти вăтам шкулăн вĕренмелли тепĕр корпусĕ, Кĕтеснерпе Кивĕ Шулхан ялĕсенче ача-пăча сачĕсем хута кайрĕç, шкул валли ĕçпе кану лагерьне те тунăччĕ.

Хуçалăх территорийĕнче çырма-çатра чылай пулнă май, Сергей Лукич тăпра эрозийĕпе кĕрешес ĕç çине питĕ тимлĕн пăхатчĕ. Çак тĕллевпе çырмасене пÿлсе нумай пĕве тунăччĕ. Çуллахи вăхăтра вара вĕсенче пухăннă шывпа ял хуçалăх культурисене шăваратчĕç.

Тепĕр ырă тĕслĕх: колхоз вăйĕпе йывăç-вăрман нумай лартнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ, 30-35 çул иртнĕ хыççăн, вĕсем вăй илсе çитĕнчĕç. Эçпепе ялĕпе Кĕтеснер хушшинчи пĕр пысăк лаптăка халăхра халĕ Ĕç Геройне сума суса «Лукин вăрманĕ» теççĕ.

Хăйĕн мухтавлă ĕçĕпе чапа тухнă пулсан та, Сергей Лукич кулленхи пурнăçра питĕ сăпайлă, ырă кăмăллă çынччĕ. Нихăçан та мухтанмастчĕ, тунă çитĕнÿсемпе лăпланмастчĕ, яланах малалла пăхатчĕ, «пирĕн тата та лайăхрах ĕçлемелле» тетчĕ. Ĕçчен çынна çав тери хисеплетчĕ, ăна яланах пулăшма хатĕрччĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче хуçалăхри пур колхозник çемйи те çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă тесен те йăнăш пулмасть.

Сергей Лукич питĕ тарăн шухăшлă, тишкерÿ тума пултаракан çынччĕ. Ăна влаçри çÿлти органсем хуçалăхпа паллашма е тĕрĕслеме килнĕ пуçлăхсем мĕн те пулин тума сĕнсен е хушсан çийĕнчех ыйту паратчĕ: «Усси пулать-ши çакăнтан; Укçа-тенкĕне çилпе вĕçтерсе ямăпăр-и;» Çав тери тавçăруллă, хăвăрт шутлама пултаратчĕ. Вара çийĕнчех калатчĕ: «Эпир /эпĕ тесе каламастчĕ вăл/ ку сĕнÿпе килĕшместпĕр, куна эпир тумастпăр. Ку тупăш мар, тăкак кăна кÿрет. Ак çакăнпа вара килĕшетпĕр. Ку питех те кирлĕ, колхозшăн усăллă».

Анлă тавракурăмлăччĕ вăл. Нумай хаçат-журнал, ĕçлĕ тата илемлĕ литература вулатчĕ. «Роман-газета», «Знамя», «Ялав» журналсен кашни номернех вулатчĕ. «Юлашки номерте çав писателĕн çĕнĕ романĕ /повеçĕ/ пичетленнĕ. Вуларăр-и;» - тесе ыйтатчĕ. Паллах ĕнтĕ, пирĕн те, район ертÿçисен нумай вуламаллаччĕ, пĕлмеллеччĕ. Райком секретарĕ хуçалăх ертÿçинчен сахалрах пĕлме пултарайман ĕнтĕ.

Ĕçсем кал-кал пынă, кăмăлĕ лайăх чухне юнашар утса пынă е УАЗикре ларса пынă хушăрах юрă юрлама пултаратчĕ. Хăйĕн уçă тенорĕпе «Расцвела под окошком белоснежная вишня» юрра чун-чĕререн витмелле юрлатчĕ...

Сергей Лукич пултаруллă ертÿçĕ кăна мар, йĕркеллĕ çемье пуçлăхĕ те пулнă. Унăн арăмĕ Анфиса Игнатьевна ĕмĕрĕпех Эçпепе шкулĕнче ĕçленĕ. Нумай-нумай çамрăка вĕрентсе тĕрĕс ăс-тăн панă. Иккĕшĕ вĕсем пилĕк ача - икĕ хĕрпе виçĕ ывăл - çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра ответлă вырăнсенче тăрăшаççĕ. Акă, аслă ывăлĕ Анатолий Сергеевич нумай çул республикипе паллă «Чебоксарская керамика» заводра тĕп инженер - техника директорĕ пулса ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Леонид Сергеевич тăван Кивĕ Шулхан ялĕнчех пурăнать, «Родина» ял хуçалăх предприятине ертсе пырать.

Çапла вара, Сергей Лукич Лукинăн пархатарлă ĕçĕсене унăн хальхи ăрăвĕ малалла пурнăçа кĕртет.

Çакăн пек чăн-чăн Çын, пултаруллă ертÿçĕ, ĕçпе чапа тухнă паттăр пулнă Сергей Лукич Лукин. Унăн мăнаçлă та мухтавлă ĕçĕсем пирĕн асăмăртан нихăçан та манăçа тухмĕç.

В. АЛЕКСЕЕВ.



"Урмарская районная газета"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться