Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăс пухма – Пĕлÿ тĕнчине

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ - çулталăкри уявсенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа районти пур шкулсенче те савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Республика, район руководителĕсем уяв ячĕпе вĕрентекенсене, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене ăшшăн саламларĕç. Кăçал районта 10 вăтам шкул, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем - 7, пуçламăш шкулсем - 5, 7 уйрăмлатнă структура подразделенийĕсем шутланаççĕ, вĕсенче 424 вĕрентекенпе 107 воспитатель вăй хураççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 273 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ.

ЭНĔШПУÇ. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта 232 ача вĕренме пуçларĕ. Вĕсем виçĕ ялтан пĕлÿ пухма çÿреççĕ. Шкул ачисене кÿршĕллĕ ялсенчен илсе çÿреме ятарлă автобус пур.

Пĕлÿ кунне халалланă линейкăна шкул директорĕ П. Егоров уçрĕ, пурне те вĕренÿ çулĕ çитнĕ ятпа саламларĕ, вĕренÿ шайне ÿстерессишĕн ачасем валли пĕтĕм услови туса панине палăртрĕ. Уява пухăннисене çавăн пекех райадминистрацин социаллă аталану пайĕн специалисчĕ Ю. Максимов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Иванов саламлă сăмахсем каларĕç. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем вĕренме çеç мар, ĕçлеме те пултарнине çирĕплетсе «Шоркистринский» производство кооперативĕн начальникĕ И. Иванов çуллахи каникул вăхăтĕнче кооператива пулăшнă ачасене тав сăмахĕ каласа укçан преми парса хавхалантарчĕ.

П. АЛЕКСЕЕВ.

ЧУПАЙ. Пĕлÿсĕр пуласлăх çук е вĕренни - çутă, вĕренменни - тĕттĕм, тетпĕр. Çакна Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем лайăх ăнланаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулне те чылайăшĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, шкул пĕтернисем вара республика тата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче анлă пĕлÿ пухма тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсене кĕчĕç.

Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçланчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ. Çак кун аслă классенче вĕренекенсемшĕн те, вĕсемпе пĕрле пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа ярса пусакансемшĕн те чи асра юлмалли самант.

Пĕлÿ кунне халалласа çак шкулта хаваслă мероприяти иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, директорăн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Цыфаркина уçрĕ, пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. Унтан шкул директорне А.Димитриева сăмах пачĕ. Анатолий Кузьмич иртнĕ вĕренÿ çулĕн итогĕсем çинче чарăнса тăчĕ, кăçал пур ачана тата лайăхрах вĕренме, спортпа туслă пулма, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сунчĕ. Пĕрремĕш класс ачисене «пĕлÿ тĕнчине» ăс пухма килнĕ ятпа саламларĕ, çĕр-шыва юрăхлă граждансем çитĕнме каларĕ.

Çавăн пекех Пĕлÿ кунне Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, районти пенси фончĕн начальникĕн заместителĕ Н.Николаева, «Арабоси» агрофирмăн тĕп агрономĕ В.Максимов вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем тухса калаçрĕç, ачасене пахалăхлă пĕлÿ илме, ăс-хакăла пуянлатма, тăван чĕлхене, халăха юратма тата унăн ăслăлăхĕпе вĕрентĕвне сыхласа хăварма, культурине аталантарма сунчĕç.

Районти пенси фончĕн начальникĕн заместителĕ Н.Николаева Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чылай çул физика предметне вĕрентекене В.Ильина вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем, ачасене пахалăхлă пĕлÿ панăшăн райадминистрацин Тав çырăвне пачĕ. «Арабоси» агрофирмăн тĕп агрономĕ В.Максимов каникул вăхăтĕнче хуçалăх ĕçĕнче палăрнă В.Теплов, Н.Константинова вĕренекенсене агрофирма ячĕпе Хисеп грамоти тата укçан преми парса хавхалантарчĕ. Шкулта лайăх вĕренме, çитĕнсе çитсен ял хуçалăхĕнче кирлĕ профессие алла илме каларĕ. Çитес çулта агрофирмăна пулăшма ыйтса хăварчĕ.

Пĕрремĕш класс ачисем Пĕлÿ кунне халалласа сăвăсем каларĕç, аслă классенче вĕренекенсем вĕсене букварьсем пачĕç, театрализациленĕ представлени лартрĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ, ачасем классене васкарĕç.

З. ПАВЛОВА.

ВĂРМАРТИ ПĔРРЕМĔШ ВĂТАМ ШКУЛ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ - Пĕлÿ кунĕ, асра юлакан уявсенчен чи пысăкки. Пуриншĕн те хумхануллă кун. Паян çирĕп пĕлÿ илни малашлăхшăн.

Пĕлÿ кунĕ кашни çынна савăнăç парнелет, мĕншĕн тесен пурте эпир çак тапхăртан тухнисем. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул та ир-ирех хăй патне вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене йыхăрчĕ, Вăрмар поселокĕ тăрăх хаваслă музыка янăрарĕ. 9 сехет тĕлнелле ку шкула вĕренме килекен ачасем шкул çумĕнчи площадкăна пуçтарăнчĕç. Вĕсене саламлама район пуçлăхĕ В. Кириллов, Чăваш Республикин суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В. Петров, район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов, пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнчи канашăн председателĕ - районти тырă йышăнакан пункт директорĕ В.Александров тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем килнĕ. Савăнăçлă линейкăна В.Макарова шкул директорĕ уçрĕ, пĕлÿ кунĕпе саламларĕ. Унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов тата ыттисем те ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентекенсене ĕçри ÿсĕмсемпе уйрăмах палăрнăшăн ЧР Президенчĕн Тав çырăвне пачĕç. Вĕрентÿре тата вĕренÿре лайăх результатсемпе палăрнă учительсемпе ачасене Ю.Соколов Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса саламларĕ, тарăн пĕлÿ парас тата илес ĕçре çитĕнÿсем тума сунчĕ. Савăнăçлă линейкăра пуçласа пĕрремĕш класа пыракансемпе кăçал вĕренсе тухакансем Пĕлÿ кунĕпе саламласа сăвăсем каларĕç. Пуçласа парта хушшине ларакансемшĕн пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ, халиччен пĕлменни, çĕнни нумай пулĕ вĕсемшĕн. Ан ÿркен, вĕрен кăна. Вунпĕрмĕшсемшĕн вара чи яваплă тапхăр, мĕн вĕреннине тĕрĕслемелле - экзамен, унтан вара - анлă малашлăх.

Юлашкинчен 2007-2008 вĕренÿ çÿлĕн пĕрремĕш шăнкăравĕ янăрарĕ, пур вĕренекене те харпăр-хăй класĕсене йыхăрчĕ.

А. АНТОНОВА.



"Урмарская районная газета"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться