Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çуртсене хăтлăх кĕртеççĕ

     Пирĕн районти «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприяти ăнăçлă ĕçлет. Вĕсен кăçал пурнăçланă ĕçĕсем те курăмлă. Акă, сăмахран, Молодежная урамри - 16, Порфирьев урамĕнчи - 4, 3 а, Ленин урамĕнчи 45-мĕш çуртсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Халĕ Ленин урамĕнчи 55-мĕш çуртри подъездсене, çуртăн тулаш енне тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ĕçлеççĕ. Кунта вăй хуракан Л.Давыдова штукатур-маляр, Г.Ручкова, В.Еньков рабочисем ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Подъездсен стенисене шуратаççĕ, сăрлаççĕ, юрăхсăра тухнă маччасене çĕнĕрен улăштараççĕ.
 
З. ПАВЛОВА


08 сентября 2007
00:00
Поделиться