Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачаллă граждансене - патшалăх пулăшăвĕ

    Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн лайăх кăтартăвĕсене, 2007 çула - Ача çулĕ тесе палăртнă май ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Ачаллă граждансене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен» Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 2007 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен ачашăн уйăхсерен паракан пособие илмелли право кашни çын пуçне Чăваш Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен 150 процент таран пысăкрах тупăш тивекен çемьесен пур тесе çирĕплетнĕ.
    Вăл 4704 тенкĕпе танлашать. 2007 çулхи иккĕмĕш кварталта кашни çын пуçне çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçи 3136 тенкĕ пулнă.
   Ача пособие парассин системине çĕнетессипе йышăннă тепĕр правительство докуменчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕ улшăнусемпе хушусем кĕртнĕ «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ парасси тата тÿлесси» постановлени пулчĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ е вĕсенчен пĕри тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлемест /ĕç вырăнĕ çуккипе ĕçе вырнаçаймасть, инвалид ачана е çемьере инвалид пур çынна, нумай ачаллă çемьере 14 çула çитмен ачасене пăхать пулсан/, районти ĕçпе тивĕçтерекен центра учетра тăмасть пулсан районти социаллă хÿтлĕх пайне çак документсене тăратмалла: ĕçлемен ашшĕ-амăшĕн ĕç кĕнекинчен юлашки хут кăçал ĕçрен тухни çинчен çырса илни, вырăнти хăй тытăмлăх, патшалăх влаç органĕсенчен ĕçлемен ашшĕ-амăшĕн е вĕсенчен пĕри мĕн сăлтавпа ĕçлеменни çинчен çирĕплетекен документ. Ачаллă çемьесене уйăхсерен ача пособийĕ тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кунти представительсенчен тăракан ятарлă комисси йĕркеленĕ. Уйăхсерен ача пособийĕ тÿлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе комисси тĕрĕслÿ ирттерет. Кунта çемье мĕнле условисенче пурăннине пăхса тĕрĕслев акчĕ йĕркелеççĕ, районти социаллă хÿтлĕх пайне уйăхсерен паракан ача укçине тÿлемелли е тÿлемелле марри çинчен пăхса тухаççĕ. Уйăхсерен паракан ача укçине илме районти социаллă хÿтлĕх пайне документсем тăратмалла. Заявленипе пĕрлех ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăн копийĕ, ача ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнни çинчен калакан справка, енчен те ашшĕ-амăшĕ ĕçлет пулсан, юлашки 3 уйăхра кĕнĕ тупăшĕ çинчен калакан справка кирлĕ пулать.
 
В. ИВАНОВ.
 


08 сентября 2007
00:00
Поделиться