Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чукун çул вокзалĕ ăçта вырнаçĕ?

   Июнь уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнче чукун çул вокзалне тăвас енĕпе проектсен конкурсне ирттернĕ. Ăна «Проектный институт «Чувашстройпроект» тулли мар яваплă общество çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра вокзала ăçта вырнаçтарасси пирки шутлаççĕ.
   Ку таранччен Чăваш Республикинче тунă чукун çул вокзалĕсем хăйсен вырăнĕнчех юлнă. Вăрмарти пирки вара вариантсем пур. Халĕ вăл, пĕлетпĕр, Мускав еннелле каякан çулăн сылтăм енĕнче вырнаçнă. Республикăн строительство министерстви ăна çулăн тепĕр енне куçарма сĕнет. Çакă ăна поселок центрне хăтлăрах тума май парать. Анчах та Горький чукун çул ĕçченĕсем вĕсен ĕçĕнче йывăрлăхсем тухса тăма пултарассине палăртаççĕ. Çĕнĕ вокзал миçе çын йышăнмалли те ыйтусем çуратать. Малтанах ăна 50 çын йышăнмалăх тума палăртнă, чукун çул ĕçченĕсем 100 çын йышăнмалăх пултăр теççĕ. Юлашки информаци тăрăх вокзал чукун çулăн хăш енче вырнаçнине хальлĕхе татса паман-ха.
 
В. ТОЛМАТОВ.


08 сентября 2007
00:00
Поделиться