Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Космонавта асăнса

   Чăваш халăхĕн паллă ывăлĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаевич Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 78 çул тултарнă пулĕччĕ. Летчик-космонавта асăнса Чăваш Енре çак кунсенче çăмăл атлетсен чупăвĕ иртрĕ. Тăвайпа Вăрмар чиккисенче эстафетăна хутшăнакансене пирĕн район команди кĕтсе илчĕ.
   Поселокри тĕп площадьре çак ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ. Пурте чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕ çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Тепĕр кунне вара асăннă площадьрех çак чупупа çыхăннă тепĕр мероприяти те иртрĕ. Ку хутĕнче вăл пирĕн районти тĕрлĕ çулсенчи спортсменсенчен тăракан команда эстафетăна малалла тăсма хатĕрленнипе çыхăнчĕ. Спортсменсем тата пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ В.Кириллов тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç, çăмăл атлетсене ăнăçу сунчĕç. Ун хыççăн спортсменсен ушкăнĕ çула тухрĕ. Çулĕ кĕске мар пулчĕ вĕсен, апла пулин те Энтри Пасар ялне ăнăçлă çитсе Куславкка командине эстафетăна пачĕç.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


08 сентября 2007
00:00
Поделиться