Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Росгосстрах» - шанчăклă партнер

     «Росгосстрахăн» Чăваш филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕ хальхи рынок тапхăрĕнче чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри. Вăл страховани рынокĕнче 86 çул пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пырать. Пуян ĕç опычĕ пухма ĕлкĕрнĕ вăл çак вăхăтра, кашни çын патне чун уççи тупнă. «Росгосстрахăн» Чăваш филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕ тĕрлĕ страховани ĕçĕсем пурнăçлать. Кунпа сире, хисеплĕ вулаканăм, Вăрмарти страхлакан уйрăм пуçлăхĕ Ирина Михайловна АЛЕКСЕЕВА паллаштарĕ.
- Ирина Михайловна, пирĕн паянхи калаçу шăнăрĕ - страховани. Пÿрт-çурта, пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, ял хуçалăх культурисене тата хамăра тĕрлĕ инкек-синкекрен страхласси паян пуçланă ĕç мар. Ку ыйтусем çынсене ĕлĕкренпех хумхантарнă.
- Этемлĕх ĕмĕрĕпе танлаштарсан, страховани ĕçĕ çамрăк-ха. Вăрмарти страхлакан уйрăм кăçал вара 86 çулхи уявне паллă тăвать. Страхлакансенчен чылайăшĕ темиçе çул ĕнтĕ пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлет. Эпир вара вĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра эпир 90 тĕслĕ страховани ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Кăçалхи 9 уйăхра район çыннисем шаннипе тата хамăрăн вырăнсенчи агентсем тимленипе 12 пин ытла страховани килĕшĕвĕ турăмăр, пурлăхпа сывлăха страхлассипе те активлă ĕçлетпĕр. Сывлăх тенĕрен, халĕ страховани рынокĕнче «Росгосстрах - Жизнь» программа вăй илсе пырать. Çынсене страхламалли хальхи çĕнĕ меслетсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас тетĕп.
Росгосстрахăн Чăваш филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕ сĕнекен хÿтлĕхе халăхăн анлă сийĕ илме пултарать. Унăн программипе халĕ сахал тупăш илекенсене вара «Классика» программăна сĕнме пулать. «Престиж» пысăкрах тупăш илекен çынсем валли шутланать. Килĕшĕве 3 тата ытларах çуллăха тума юрать. Унăн вăхăчĕ тухиччен эсир тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕленетĕр. Тата тепĕр лайăх ен - уйăхсерен тÿлесе тăрса пĕр-пĕр япала туянма е ачасем ÿссе çитнĕ тĕле укçа-тенкĕ пухма пулать. Росгосстрах ачасене страхлама хатĕрленĕ «Жизнь», «Дети» программа чăннипех те вĕсене хÿтĕлет.
- Шкул ачисене страхлас ĕç мĕнле пырать?
- Çакна палăртмалла: кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен шкул ачисене инкек-синкекрен страхлассипе «Ылтăн кĕркунне» программа вăя кĕнĕ. Районĕпе 2 пин ытла ачана страхланă. Пурнăçа страхласси - харпăр хăйне тата çывăх çынсене тăкаклă хăрушлăхсенчен сыхласа хăвармалли шанчăклă мел.
- Сыхлакана Турă сыхлать, - теççĕ ватăсем. Кил-çуртсене страхлас ĕçсем мĕнлерех?
- Уйрăм кил хуçалăхĕсене, хваттерсене страхлассипе ăнăçлă ĕçлесе пыратпăр. Уйрăм çынсен пурлăхне страхлассине вăйлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ «Росгосстрах Кил» программа халăхра анлă сарăлнă. Полис çынсен пурлăхне, ăна пуçтарма хывнă укçа-тенкĕне çеç хÿтĕлемест. Вăл инкекрен хăрамасăр пурăнма хăват парать, ăнсăртран инкек тÿснисене вара йывăр лару-тăруран тухма пулăшать. Çак программăпа пĕтĕмĕшле илсен тĕп çурта, шалта капăрлатнине, хуралтăсене, килти выльăха, кÿршĕсем умĕнчи яваплăха страхлама пулать. Пур килĕшÿре те страхлакан объектсен йышĕнче - тĕп çурт. Страхласси пĕтĕм хăрушсăрлăхран хÿтĕлет. Кашни программăпа клиент ыйтăвне пур енĕпе те тивĕçтерме пулать. Страховка виçине /суммине/ çуртăн чăн хакне кура палăртаççĕ. Хăрушлăха шута илсен страховани тарифĕ пысăк мар. Килĕшĕве пĕр çуллăха тăваççĕ. Хваттерсене страхлатпăр тенĕрен, пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Нумаях пулмасть Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Любовь Николаевна Кузьминан хваттерне кÿршĕсен пÿлĕмĕнчен шыв кĕнипе страховка укçи тÿлерĕмĕр. Унпа калаçнă май вăл Вăрмарти страхлакан уйрăмра хваттере страхланишĕн пĕрре те кулянманни, малашне те пирĕнпе тачă çыхăну тытасси çинчен пĕлтерчĕ.
     Уйрăм çынсемпе пĕрлех, предприятисемпе организацисене страхлассипе те активлă ĕçлетпĕр. Кунта манăн хамăрпа нумай çул çыхăну тытакан партнерсене палăртас килет. Чылайăшĕ хăйсен страхлакан пурлăхне малтанхи çулсенчех Госстраха шаннăскерсем, çак çултан паян та пăрăнмаççĕ. Вĕсен шутне паян манăн «Урмарская» коллективлă строительство организаци» ХАО, «Чăвашхлебопродукт» ПУП Вăрмарти тырă йышăнакан пункта, «Чăвашавтодор» ПУП районти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленине, «Арабоси» агрофирмăна», «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине тата ыттисене те кĕртес килет. Çак предприяти - организацисен пуçлăхĕсем пирĕнпе тачă çыхăну тытнинче вĕсем паянхи кунпа çеç пурăнманни курăнать. Ку вăл - район пуласлăхĕ.
     Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăт тĕлне эпир 8 млн. тенкĕ страховани суммилĕх пурлăха страхлама 12 пин ытла килĕшÿ тунă. Инкек тÿссен хамăр клиентсене кая юлмасăр пурлăха страхланăшăн - 300, тĕрлĕ инкек-синкекшĕн - 100, выльăх-чĕрлĕхшĕн 700 пин тенкĕ, автотранспортшăн 1 млн. ытла тенкĕ тÿлерĕмĕр.
- Ирина Михайловна, хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх кÿпĕннипе тертленекенсем сахал мар. Ку енĕпе мĕнле пулăшу кÿретĕр.
- Выльăх-чĕрлĕхе ялта тăрантаракан теççĕ. Ял çыннисен пурнăç шайĕ тата ăнăçлăхĕ ун çинче тытăнса тăрать мар-и; Вăрмарти страхлакан уйрăм сире хуçалăх, ферма, çемье пуласлăхĕшĕн паянах тăрăшма чĕнсе калать. Выльăха страхланин пĕлтерĕшĕ пысăк терĕм. Пирĕн патăрта страхланă, анчах выльăх-чĕрлĕхпе инкек тÿснисене эпир кĕске вăхăтра страховка укçине паратпăр. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче кăна мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 25 кÿпĕнсе вилнĕ. Акă çак кунсенче çеç Кĕтеснерти А.Александровсен çемйин те çак инкеке тÿссе ирттерме тиврĕ. Кун пек чухне эпир хамăр клиентсене яланах пулăшатпăр, вĕсене те страховка укçине пама палăртнă /ÿкерчĕк çинче/. Страховка укçине тÿленĕ чухне тĕрлĕ инкек-синкеке те шута илетпĕр.
- Сирĕн страхлакан уйрăм ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм яваплăха хăйсем çине илсе ĕçленипе мĕнле çыхăнура пырать?
- Агропромышленность производствинче çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм яваплăха хăйсем çине илсе ĕçленине страхлас программа шайĕнче эпир ял хуçалăх предприятийĕсене страхованин çакăн пек тĕсĕсене сĕнетпĕр: тыр-пул тухăçне, выльăх-чĕрлĕхе, ял хуçалăх техникипе оборудованине, производство çурчĕсене, чĕр таварпа продукцие страхласси. Федераллă программăпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене ял хуçалăх культурисене страхланăшăн федераллă бюджетран 50 процент компенсаци параççĕ. ЯХПК, ХФХ, уйрăм кил хуçалăх çыннисене ял хуçалăх культурисене пирĕн патăрта страхлама чĕнетпĕр.
- Ирина Михайловна, страховани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки мĕн калама пултаратăр; Паянхи куна малашлăхлă тесе мĕне палăртатăр?
- «Росгосстрах» - Раççейри чи аслă страховани компанийĕсенчен пĕри. Ÿсĕме пăхмасăрах эпир пĕр вырăнта тăмастпăр, хамăр ĕçе страхованин çĕнĕ тĕсĕсене кĕртетпĕр, çĕнĕ программăсене алла илетпĕр. Пÿрт-çуртпа килти пурлăха страхланипе пĕрлех паян автостраховани, уйрăмах çĕнĕ автомашинăсене страхласси малти вырăна тухрĕ. Çакна шута илсе «Росгосстрах» çĕнĕ «Эталон АВТОКАСКО» проекта пурнăçа кĕртес çул çине тăчĕ. Пирĕн патĕнче кашни çул автомашинăсене «АВТОКАСКО» проектпа страхлакансен страховка хакĕ чакса пырать.
- Мĕн суннă пулăттăр эсир хăвăр патăрта страхлакансене?
- Чи малтанах пирĕн патăмăрта пурлăха, сывлăха, пурнăçа, выльăх-чĕрлĕхе, автотранспорта страхлакансене малашне те пирĕнпе тачă çыхăну тытасса шанатăп. Эпир сирĕн умри хамăр тивĕç пирки манмастпăр. Пурне те «Росгосстрах» 86 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Эпир сирĕн шанăçа яланах тÿрре кăларма тăрăшатпăр.
 
З. ПАВЛОВА калаçнă.


08 октября 2007
00:00
Поделиться