Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ваттисен кунне районта анлăн паллă тунă

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Ватăсене чыслас енĕпе ирттернĕ пысăк уяв культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов пухăннисене саламланă май район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ватăсене тимлĕх уйăрасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Çак уяв ватăсен мар - ăспа опыт пухнисен кунĕ», - тенĕччĕ маларах Вячеслав Николаевич. Ку - чăн та çапла. Çак шухăша Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев та тăсрĕ. Ватăсене уявпа саламларĕ. Кайран пурте концерт курса киленчĕç.
В. ВАСИЛЬЕВ.
Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне анлăн паллă тăвас ырă йăла тахçанах пурнăçа кĕнĕ. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче эпир, ватăсем, шкула пухăнтăмăр. Кунта пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Эпĕ, 32 çул шкулта учительте ĕçлесе вĕрентекенĕн ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл маррине аван чухлатăп. Хам та икĕ ывăл та пĕр хĕр ача пăхса ÿстертĕм. Пурне те аслă пĕлÿ патăм. Пурте юрист специальноçне илнĕ.
Уявра ватăсене саламласа шкул директорĕ В.Макарова нумай ăшă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухнă Л.Силерова вĕрентекен те ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Тĕл пулăва хутшăннисене парнесем пачĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Эпир вара çак тĕл пулăва йĕркеленĕ шкул дирекцине тав тума пултăмăр.
В. АНТОНОВА, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
ПĂВАКАССИ. Ирхине 11 сехет тĕлнелле ялти клуба ватăсем пухăннă. Вĕсене уяв ячĕпе саламлама Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Ильин, район администрацийĕн представителĕ А.Михайлов, район Пухăвĕн депутачĕ, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров килсе çитрĕç.
ÇИÇТĔПЕ. Пăвакассинчен çак ушкăн тепĕр сехетрен ку яла çитрĕ. Шăп та лăп Ваттисен кунне чысланă тĕле яла асфальт сарса çитернĕ, çула комисси йышăннă. Халăх савăнăçлă. Сĕтел хушшинче вăрçăпа ĕç ветеранĕ, сакăрвуннăран иртнĕ Н.Михайлов, ĕç ветеранĕ, паллă механизатор Н.Федоров, унтах В.Гренадерский тата ыттисем. Район представителĕсем вĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Вĕсемех ЧĂРĂШÇЫРМА тата КИВĔ ВĔРЕНЕР ялĕсенче пулса Ваттисен кунĕпе ăшшăн саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: асăннă ялсенче пурăнакан ватăсем хăйсен сумлă та хаваслă праçникне халалласа килĕнчен тутлă апат-çимĕç пĕçерсе килнĕ. Чăваш юррисене юрласа ташларĕç.
Ю. МИХЕЕВ, обществăлла корреспондент.
КАВАЛ. Ватăсене саламлама район администрацийĕн представителĕ А.Михайлов, район Совечĕн депутачĕ, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров килсе çитрĕç, ватăсене район администрацийĕ ячĕпе саламларĕç.
Яланхи пекех пухăннă ветерансене Кавалти вăтам шкул ачисем концерт лартса парса савăнтарчĕç. Концерта баянпа ăста каласа музыка учителĕ В.Табаков ертсе пычĕ.
Чылайччен савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç ветерансем ялти клубра.
В. ТУРТУШОВ.
АСЛĂ ЧАК. Ваттисен кунĕнче ялти культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Ара, çапла пулмасăр, аслă ăрури çынсене чысласси кунта йăлана кĕнĕ. Пухăннисене çак уявпа чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин саламларĕ, ку таранччен туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, малалла мĕн тумаллине палăртрĕ. Район администрацийĕнчен ватăсене социаллă аталану пайĕн начальникĕ Г.Петрова саламларĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Уяв пурте пĕр сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
П. ПОРФИРЬЕВ.
РОСТО АВТОШКУЛĔ. Кунти коллектив пысăках мар, анчах тивĕçлĕ канăва тухнисене нихăçан та манмаççĕ. Кăçал çак паллă кун çавра сĕтел тавра ветерансене пуçтарчĕç. В.Муленковăн, Н.Кузнецовăн, А.Львовăн аса илмелли, çĕнни сĕнмелли нумай. Аслă ăру тепĕр ăрăва çулсем хушши пухнă ăслава панине мĕн çиттĕр. Çак шухăша тĕпе хурса палăртрĕ те ветерансене саламласа автошкул начальникĕ Г.Иванов.
В. ТОЛМАТОВ.
МĂНÇЫРМА. Ваттисен кунне уявласси, ăна анлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ.
Уява пухăннисене шкул директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ В.Николаев саламларĕ, музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ В.Волкова ăшă сăмах каласа ватăсене саламлани, ырлăх-сывлăх, телей сунни питех те килĕшнĕ вĕсене.
Ăшă калаçу çавра сĕтел хушшинче малалла тăсăлчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, тĕп специалисчĕ Ю.Казакова, ветерансен совечĕн председателĕ А.Александрова, коллективлă фермер хуçалăх ертÿçи В.Павлов хисеплĕ ветерансене уяв ячĕпе саламларĕç, ăшă сăмахсем каласа кăмăла çĕклентерчĕç.
З. ИЛЛАРИОНОВА, Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕ, ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ.
ЧУЛКАС. Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев Чулкасри ватă çынсене. 40 ытла ватă пуçтарăннă палăртнă вăхăта. Ялти культура ĕçченĕсем концерт кăтартрĕç. Библиотекăра ĕçленĕ май, чăвашла çĕнĕ кĕнекесемпе те паллаштартăмăр, малашне кунта килме йыхравларăмăр.
Ватăсене саламлама район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов килнĕ. Вĕсене çĕр-шыв хăвачĕпе мăнаçлăхне туптанăшăн тав турĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.
Н. ВЛАДИМИРОВА, Чулкасри тĕслĕх библиотека заведующийĕ.


08 октября 2007
00:00
Поделиться