Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Хĕрлĕ ялав» хаçата çитес çула Çырăннисем валли 30 парне

Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ «Çырăнтару - 2008» кампанийĕ вăхăтĕнче хуçалăхсене, предприятисемпе организацисене, предпринимательсене, фермерсене тата уйрăм çынсене явăçтарса район хаçатне 2008 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма подписка йĕркеленисем хушшинче кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен хаçат çырăнмалли «Хаçат çырăннисене 30 парне» лотерея акци йĕркелерĕ.
 
Халех пĕлтеретпĕр: сире утюг, чейник, савăт-сапа, картина, хур, бройлер чăх, сысна çури, кĕнекесен пуххи, тырă, çĕр улми вăрлăхĕ, термос, апат-çимĕç пуххи, стена çине çакмалли сехет тата йăлара кирлĕ тĕрлĕ йышши ытти япаласем.
Ç Утюг - «Лидер» магазин парни /директорĕ С.Дмитриев/.
Ç Термос-Вăрмарти газ валеçекен станци /начальникĕ Ю.Молостовкин/.
Ç Сысна çури - «Шигали» хуçалăх /руководителĕ А.Ульянов/.
Ç Апат-çимĕç пуххи - райпо /совет председателĕ К.Никитин/.
Ç Хур аçи - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики /директорĕ Н.Петров/.
Ç Тырă /50 кг/ - «Арабоси» агрофирма /генеральнăй директорĕ Г.Тимофеев/.
Ç Картина - «Росгосстрахăн» районти уйрăмĕ /начальникĕ И.Алексеева/.
Ç Бройлер чăх - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики /директорĕ Н.Петров/.
Ç Апат-çимĕç пуххи - райпо /совет председателĕ К.Никитин/.
Ç Стена çине çакмалли сехет - район Пухăвĕн депутачĕ В.Нестеров.
Ç Голландире çитĕнтерекен çĕр улми вăрлăхĕ /10 кг/ - «Колос» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ /пуçлăхĕ С.Калягин/.
Ç Кĕнекесен пуххи - авторĕ Н.Иванов.
Ç Тырă /50 кг/ - элеватор /пуçлăхĕ В.Александров/.
Ç Чей сервисĕ - РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕ /пуçлăхĕ Г.Усков/.
Ç Стена çине çакмалли сехет - район Пухăвĕн депутачĕ С.Дмитриев.
Ç Газ баллонĕ - «Чăвашсетьгазăн» Вăрмарти газ участокĕ /пуçлăхĕ Н.Васильев/.
Ç Апат-çимĕç пуххи - райпо /совет председателĕ К.Никитин/.
Ç Стена çине çакмалли сехет - Çĕрпÿ перекет банкĕн Вăрмар районĕнчи хушма офисĕ /заведующийĕ С.Харитонов/.
Ç Савăт-сапа - Р.Хованская предприниматель.
Ç Кĕнекесен пуххи - авторĕ А.Хованский.
Ç Чейник - И.Васильев предприниматель.
Ç Цемент /1 михĕ/ - И.Афиногенов предприниматель.
Ç Чей сервисĕ - Казначейство уйрăмĕ /начальникĕ В.Петров/.
Ç Ваза - «Чăваштоппромăн» Вăрмарти филиалĕ /пуçлăхĕ Н.Дмитриева/.
Ç Вырăн таврашĕ - Вăрмарти çĕвĕ фабрики /директорĕ С.Белоусова/.
Ç Стена çине çакмали сехет - районти почтамт /начальникĕ С.Риманов/.
Ç Утюг - «Все для дома» магазин /пуçлăхĕ В.Енькова/.
Ç Чейник - «Все для дома» магазин /пуçлăхĕ В.Енькова/.
Ç Светильник - «Шоркистринский» производство кооперативĕ /директорĕ И.Иванов/.
Ç Зонтик - Вăрмарти газ валеçекен станци /начальникĕ Ю.Молостовкин/.
Акцине хутшăнса парне паракансем тен, пирĕн хушăра татах та тупăнĕç. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ вĕсене тем пекех тав тунă пулĕччĕ.


17 октября 2007
00:00
Поделиться