Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăн-чăн арçыннăн салтак пулмаллах

2007 çулхи çурхи призыв вăхăчĕ тин çеç иртсе кайрĕ пек туйăнать. Акă кĕрхи призыв вăхăчĕ çитсе те тăчĕ. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕрисем салтака каяссинчен пăрăнасшăн пулни юлашки вăхăтра вăрттăнлăхах мар темелле. Çав хушăра чылайăшĕ, арçын чысне çÿлте тытма тăрăшакансем, пĕр сăмахсăр Тăван çĕр-шыва сыхлама тухса каяççĕ. Призыв вăхăчĕ Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссариатĕнче еплерех шайра пынипе çак районсен çар комиссарĕ М.Пуклаков паллаштарчĕ:
 
- Çурхи призыв вăхăтĕнче Вăрмар районĕнчен 37 çамрăк, Куславккаран - 25 салтак ретне тăчĕç. Вĕсем хушшинче аслă пĕлÿллисем те, вăтам пĕлÿ илнисем те пулчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен çамрăксем Тăван çĕр-шыва сыхлама кăмăлласах каяççĕ. Çапла пулмасăр, салтак пурнăçĕ вăл çамрăка малашлăха çирĕппĕн пăхма вĕрентет, çынпа пурăнма хăнăхтарать. Пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренни те салтак пурнăçĕпе çыхăннă теме пулать. Салтакра пулнă çамрăка салтакра пулманнинчен калаçуранах уйăрса илме пулать. Салтак пăттине çисе курнă каччă пурнăçа хаклама пĕлет, умри йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерме пултарать. Анчах та хăш-пĕр чухне салтака каяссинчен тĕрлĕ сăлтавсем тупса пăрăнакансем те тĕл пулаççĕ. Салтака кайма тесе хут парсан та палăртнă вăхăта çар ĕç комиссариатне килмеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та тĕл пулчĕç. Анчах та чавса çывăх та çыртма çук тенĕ пек вĕсен призыв йĕркине пăснăшăн явап тытма тиврĕ. Акă А.Л. салтака каяссинчен пăрăнса çÿрерĕ. Куншăн ун пирки уголовнăй ĕç пуçарса ăна судпа айăпласа административлă штраф панă. Кун пек ачасене чылай чухне ашшĕ-амăшĕсем те пулăшаççĕ. Ачисене «хÿтĕлес» тесе суя çул çине тăраççĕ. Кайран çакăншăн хăйсем те ÿкĕнеççĕ. Службăра пулни чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине манас марччĕ.
Пирĕн ентешсем салтак тивĕçне чылайăшĕ çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Службăра палăрнăшăн часть командованийĕсенчен тăтăшах мухтаса савăнăçлă çырусем яраççĕ. Тин çеç килнĕ çырусенчен пĕри Вăрмар поселокĕнчи Василий Александрова ырласа çырни. Вăл командирсемпе начальниксен приказĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çирĕп дисциплинăллă, ăста специалист, танксене хирĕç кĕрешекен уйрăм артиллери дивизийĕн составĕнче Раççей Хĕç-пăшаллă çарĕсен воинĕн ятне çÿлте тытнă. Кун пек çырусем нумай килеççĕ.
Кăçал шкул пĕтернĕ çамрăксенчен çар училищисене вĕренме кĕнисем те нумай. Акă, тĕслĕхрен икĕ районтан: В.Афанасьев, Н.Ванюков, Д.Павлов, А.Серебряков, А.Сергеев, А.Судаков, П.Войков, Д.Гинятуллин, М.Семенов, Р.Якупов, М.Потапов, С.Антонов, А.Кириллов, А.Степанов, А.Гаврилов, О.Ефремов, М.Борисова, К.Сергеева.Ку таранччен вĕсем салтак пурнăçне хăнăхса çитрĕç те ĕнтĕ. Ура тупанĕ пĕçерекен пуличчен стройпа утма та, пăтă çиме те хăнăхрĕç. Нумаях пулмасть çĕр-шыв умĕнче присяга тытрĕç. Çап-çамрăк каччăсем хăйсен ятне çÿлте тытасса, салтак службине тивĕçлипе пурнăçласса шансах тăратпăр. Ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, юлташĕсем вĕсемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ.
Халĕ кĕрхи призыв вăхăчĕ пырать. Çамрăксем çара кайма хатĕрленеççĕ. Райадминистраципе Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕ ятарласа призыв комиссийĕ туса хатĕрленĕ. Çамрăксем медицина комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Çавăнпа та çамрăксене яваплăха туйма ыйтасшăн, салтакран пăрăнса юлас тесе кирлĕ-кирлĕ мар чирсем шыраса тупса, тĕрĕс мар суя справкăсем тăратса хăвăрăн малашлăх çулне хупса ан хурăр. Çамрăклăха хура чаршавпа карса хурсан малашне ăçта ĕçлесе, мĕнле пурнăçпа пурăнмаллине шута илĕр. Вăхăтра салтака лайăх та тĕрĕс-тĕкел кайса килнине нимĕн те çитмест. Ашшĕ-амăшĕсем! Хăвăрăн ачăрсене салтак тивĕçне яваплăха туйса пурнăçламаллине каласа ăнлантарсан питех те аван. Вĕсем сирĕн пуласлăх, малашлăх. Çавăнпа та ачасен çулĕ яланах уçă та такăр пултăр тесе пурин те çине тăмалла.


24 октября 2007
00:00
Поделиться