Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш Ен опычĕпе паллашнă

   Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Раççей Федерацийĕн Суту-илÿпе промышленноç палатин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет пуçлăхне Ефим Басина йышăннă.
    Тĕл пулăва Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Энвер Аблякимов та хутшăннă. Калаçу «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă хваттер» наци проектне пурнăçа кĕртес, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас ыйтусем тавра пынă.
    Ефим Басин Раççей Федерацийĕн Суту-илÿпе промышленноç палатин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет Шупашкарта ирттернĕ ларăвне хутшăннă. Унччен комитет пуçлăхĕпе ларăва хутшăннă ытти çынсем Шупашкар хулин строительство объекчĕсене çитсе курнă, Чăваш Ен ку енĕпе пухнă опытпа паллашнă.
 
Л. ПЕТРОВ


24 октября 2007
00:00
Поделиться