Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПУРНĂÇ УСЛОВИЙĔСЕНЕ ЛАЙĂХЛАТМА

   Пирĕн Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, уйрăмах çамрăксем валли çурт-йĕр тăвассипе ÿсĕмсем пур. Çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе программăсем вăйра. Ака сăмахран, юлашки вăхăтра ялта тĕпленнĕ çамрăк мăшăрсене çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. Çавна май «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 4 çемьене пурĕ 713 пин те 310 тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ уйăрнă. Нумаях пулмасть Кавал, Чупай, Арапуç ялĕсенчи тата Вăрмар хула тăрăхĕнчи çемьесем свидетельствăсем илчĕç.
А. МИХАЙЛОВ
Çамрăк çемьесен çурт-йĕр ыйтăвне татса парас ĕç малалла пырать.


24 октября 2007
00:00
Поделиться