Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей кубокĕшĕн

    Кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта велокросс енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн çиччĕмĕш тапхăрти, çавăн пекех районта мала тухассишĕн ăмăртусем тата уçă чемпионат иртрĕ. Ăмăртăва Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Калининград, Ижевск хулисемпе Ленинград облаçĕн тата Патăрьелпе пирĕн район командисем, пурĕ 120 спортсмен хутшăнчĕç.
   Велокроса хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ-вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.
- Пултаруллă спортсменсене Вăрмар çĕрĕ çинче кĕтсе илме эпир яланах хавас. Пирĕн районтан чаплă спортсменсем сахал мар тухнă. Вĕсемпе эпир мухтанатпăр. Халĕ ÿсекен çамрăк ăрăвăн вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Çамрăксем спорта юратса ÿсни вĕсене пурнăçра, вĕренÿре, ĕçре пулăшать. Сире пурне те ăнăçлă стартсем сунатăп, - терĕ хăйĕн сăмахне вĕçлесе Юрий Васильевич.
   Унтан вăл Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренекен, спортра тата творчествăра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Президент стипендие тивĕçни çинчен çирĕплетекен свидетельствăсене А.Саминов спорт мастерĕн кандидачĕпе Е.Крылов спорт мастерне пачĕ.
   Ăмăртăва хутшăнакансене Шупашкарти «Союзпромцентр» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ М.Федоров саламларĕ, çитĕнÿсем сунчĕ.
   Ăмăртăвăн тĕп судйи, ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов велокроса хутшăнакансене ăнăçусем сунчĕ, ăмăрту ирттерме пулăшакан спонсорсене - Шупашкарти «Союзпромцентр» тулли мар яваплă общестăн генеральнăй директорне М.Федорова тата Вăрмар поселокĕнчи В.Волков предпринимателе Тав хучĕсем пачĕ.
   Ăмăрту ялавне çĕклеме маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнса республика, Раççей чысне тăтăшах хÿтĕлекен пултаруллă спорт мастерне, Шупашкарта Олимп резервисен училищинче вĕренекен В.Андреева тивĕçрĕ.
    Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Ăмăрту йĕркипе тĕп судья С.Архипов паллаштарчĕ.
    Савăнăçлă пай вĕçленчĕ те, велосипедистсем Ара çырмине çул тытрĕç.
    Акă ăмăртусем те пуçланчĕç.
  Аслă ушкăнри велосипедистсенчен призерсен йышĕнче пирĕн ентешсем пулмарĕç. Ыттисем хушшинче вара пирĕннисем те палăрчĕç.
   Хăйсен ушкăнĕнче А.Архипов (Мăнçырма), Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) - пĕрремĕш, Н.Чубуков (Çиçтĕпе) - иккĕмĕш, А.Кохнуров спорт мастерĕ, В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), М.Андреев (Мăнçырма) - виççĕмĕш, Г.Романов (Мăнçырма) - тăваттăмĕш, А.Адюков (Кавал) улттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
   Пултаруллă велосипедистсен тренерĕсем - В.Сидоров, А.Саминов, П.Васильев.
  Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе наградăланă, пĕрремĕш вырăн йышăннисене призсем парса хавхалантарнă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


24 октября 2007
00:00
Поделиться