Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ шкул куçа илĕртет

    Пысăк Енккассинчи çĕнĕ шкул нумай калаçтарчĕ, хумхантарчĕ обществăна. Ара калаçмалăх пур-çке. Ялсенче ача шучĕ чакса пырать, кунта вара куç умĕнче икĕ хутлă пысăк шкул çурчĕ хăпарса ларчĕ.ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова уйрăмах килĕштерет иккен çак шкула.
      «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкул пысăк пуласлăха шантарать. Таçтан курăнса ларать вăл халĕ. Ĕç кĕрлесе тăрать кунта. Машина сасси, хĕр арăмсем шÿтлени хăлхаран каймасть. Ĕç-пуçа йĕркелесе тăраканни кунта А.Петров мастер. Çурта пĕтĕмĕшле купаласа пĕтернĕ темелле, пĕрремĕш хутне пластик кантăксем лартнă. Шкул тăрне черепица витме йывăç решетке çапаççĕ. Кунта О.Грачев платник тăрăшать. Çывăх вăхăтра ăшă ярса шалти ĕçсене пуçăнасшăн, электричество кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра шкулăн котельнăйĕнче штукатур ĕçĕсем пыраççĕ. Ăшă кĕртмелли трассăна тимĕр-бетон хупăлчапа витнĕ. Г.Смирнов, А.Дмитриев, А.Груздьев каменщиксем кирпĕч хуракансем. Вĕсене пулăшакансем Н.Алексеев, Э.Дмитриев, Н.Сандецкий, А.Львов тата ыттисем те. Цемент е кирпĕч, бетон плита е блок тиенĕ машинăсем килсех тăраççĕ ĕç объектне. Вĕсене çийĕнчех пушатса каялла ăсатмалла. Ĕçе графикпе ĕлкĕртсе пырас тесе пурте тăрăшса ĕçлеççĕ.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА


27 октября 2007
00:00
Поделиться