Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх донор

    Арапуçĕнче пурăнакан Михаил Иванович Архиповшăн кăçалхи çул паллă пулăмсемпе пуян. Аслă Çĕнтерÿ кунне уявланă чухне вăл шăп та лăп 60 çул тултарчĕ.
   Кăшт вăхăт иртсен вĕсен килне Шупашкартан саламлă открытка килчĕ. Унта çапла çырнă: «Хисеплĕ Михаил Иванович! Сире тÿлевсĕр юн пама активлă хутшăннăшăн тав тăватпăр. Эсир юн паракансен пархатарлă ĕçне пропагандăласса шансах тăратпăр. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Сире каллех юн паракансен пунктĕнче кĕтетпĕр».
     Ку открытка сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Чирлĕ çынсене юн паракан республика станцийĕ» сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕнчен килнине Миша тÿрех тавçăрса илчĕ. Шупашкара донорсен Пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тума чĕнеççĕ мĕн. Апла каймаллах. Республикăн тĕп хулине хаваспах тухса кайрĕ. Чирлĕ çынсене сыватма 160 хутчен юн парса пархатарлă ĕç тунă Михаил Иванович унтан пушă алăпа таврăнмарĕ. Канашлура пирĕн ентеш пирки ăшă сăмахсем нумай каланă. «2007 çулхи Чăваш Енĕн чи лайăх донорĕ» конкурса хутшăнса пирĕн ентеш «Донор юнне тата унăн компоненчĕсене чи нумай панăшăн» номинацире çĕнтерсе лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Çав ятпа ăна Пĕтĕм Раççейри «Трансфузиологсен Раççейри ассоциацийĕ» обществăлла организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн дипломĕпе наградăланă.
    М.Архипов хăйĕн юнне чирлĕ çынсене пама пуçлани кĕçех 30 çул çитет. Çак тапхăрта миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши вăл?
     1999 çулта ăна «Раççей хисеплĕ донорĕ» ят панă.
- Донор пулнипех «Ĕç ветеранĕ» медаль илме тивĕçлĕ пултăм, - кăмăллăн пĕлтерет Михаил Иванович.
    Унăн пурнăç кун-çулĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Ялта çуралса ÿснĕ, унта тĕпленнĕскер тимĕрçĕ профессине алла илнĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимĕрçĕре вăй хунă. 50 çултах пенсие тухнă.
    Паянхи пурнăç пирки вăл пĕрре те кулянмасть. Чирлĕ çынсене юн панăшăн вăл çăмăллăхсемпе тивĕçлипе усă курать. Патшалăх пенси укçине ÿстерсе пынипе те вăл кăмăллă.
 
А. ХОВАНСКИЙ


27 октября 2007
00:00
Поделиться