Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ДЕКАБРĔН 2-МĔШĔНЧЕ – РФ ПАТШАЛĂХ ДУМИН СУЙЛАВĔ

    Декабрĕн 2-мĕшĕччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Çак кун Раççейĕн кашни гражданинĕн суйлава хутшăнса вăл е ку партишĕн сасăламалла. Анчах та Раççейре саккунлăх мĕнле йĕркеленнине пĕлетпĕр-и-ха? Шкул программи пире панă пĕлĕве тепĕр хут аса илтерме, çывхаракан суйлав умĕн камшăн тата мĕншĕн суйлас яваплăха ÿстерме районти территори суйлав комиссийĕ тата «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ конкурс ирттерет. Пĕрремĕш виçĕ çĕнтерÿçĕ парнесене тивĕçĕ.
ЫЙТУСЕМ:
1) Раççейри Патшалăх Думи хăйĕн ĕçне хăçан пуçланă;
I Николай, II Николай, II Александр, III Александр патшара ларнă вăхăтра.
2) СССРăн пĕрремĕш Конституцие миçемĕш çулта йышăннă;
- 1918, 1922, 1924, 1936.
3) В.Путина РФ Президенчĕ пулма миçемĕш çулта суйланă;
- 1999, 2000, 2001, 2002 çул.
4) Халь ĕçлекен РФ Конституцине кам е патшалăхăн мĕнле органĕ йышăннă;
- РФ Президенчĕ, РФ Патшалăх Думи, РФ Аслă Совечĕ, пĕтĕм халăх хушшинче ирттернĕ референдум.
Хуравсене çак адреспа килсе пама е çырупа яма ыйтатпăр: Вăрмар пос., Советски урамĕ, 8 çурт.


27 октября 2007
00:00
Поделиться