Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район администрацийĕнче

  Октябрĕн 25-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче Вăрмар район депутачĕсен 4-мĕш созыври черетлĕ 25-мĕш ларăвне депутатсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн çумĕсем, район администрацийĕн пайĕсемпе секторĕсен, хула-ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
   Лару умĕн 2007 çулхи район бюджетне улшăнусем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе туса ирттермелли мероприятисем пирки халăх умĕнчи итлев иртрĕ.
Ăна район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ:
- Республика, район экономики аталанни кăçалхи бюджет тупăшне ÿстерме май туса парать. Çавна пулах район бюджетне 3 миллион та 68 пин тенкĕлĕх ÿстерме, çакă вара кăçал пурнăçлама палăртнă пур ĕçе те туса ирттерме май пачĕ, - терĕ вăл. Хушма тупăша хăш сферăна куçарнă пирки район пуçлăхĕн заместителĕ, финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тĕплĕн ăнлантарчĕ.
  Иккĕмĕш ыйтупа райадминистрацин юридици службин сектор заведующийĕ Л.Степанов тухса калаçрĕ.
   Çакăн хыççăн Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев депутатсен Пухăвĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Депутатсем çÿлерех асăннă ыйтусене пăхса тухрĕç, тухса калакансен шухăшне шута илсе пĕр сасăллă пулса решенисем йышăнчĕç.
 
В. ТОЛМАТОВ


27 октября 2007
00:00
Поделиться