Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РЕЙД ИРТТЕРНĔ

   Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем Кивĕ Шулхан, Пинер, Энĕшпуç, Аслă Чак, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенчи ăнăçсăр çемьесене çитсе курнă.
    Рейд тĕллевĕ - вĕсенчи лару-тăрăва тĕпчесе пĕлесси. Комисси членĕсем 8 çемьере пулнă, çавсенче çул çитмен 13 ача пурăнать. Кашни çемье пиркиех пурăнмалли йăла условийĕсем пирки акт çырнă, ашшĕ-амăшĕсем ачасемшĕн яваплă пулни çинчен асăрхаттарнă, вĕсене тĕрĕс воспитани памалли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ.
 
Н. ШИШКИНА


27 октября 2007
00:00
Поделиться