Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕллевсене палăртса

    2010 çулчченхи аталану стратегийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче Чăваш Республикин Президенчĕн указĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ, вĕсен тĕллевĕ - çĕнĕ йышши инфратытăм йĕркелесси, çав шутра çурт-йĕрпе çул-йĕр строительстви, производствăна аталантарасси, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси, ялсенче пурăнакансене ĕçпе тата физкультурăпа, спортпа туслашмалли условисем йĕркелесси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси.
    Манăн шухăшпа районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чăн малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тивĕçтернинчен килет. Çаксене район администрацийĕ ăнăçлă пурнăçласа пырать. Çавна май промышленноçри ÿсĕмсем те курăмлă. Акă «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» хупă акционерлă обществăнах илер.Унăн 9 уйăхри кăтартăвĕсем те курăмлă. Çак вăхăтра пурĕ 11 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 127 процент ытларах. Шупашкарти «Текстиль» тулли мар яваплă обществăпа Мускаври тĕрлĕ çĕвĕ фирмисемпе тачă çыхăну тытатпăр, вĕсен заказĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр.Унсăр пуçне вырăнта ĕç условийĕсене лайăхлатма тăрăшатпăр, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр. Пурлăхпа техника базине çулсеренех пуянлатса пыратпăр. Çĕнĕ оборудованисем пурĕ 2 миллион тенкĕлĕх туянтăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен ĕçлеме пур условисем те пур. Çĕвĕçсен ĕç укçине ÿстерессипе те ĕçлетпĕр. Юлашки çулсенче халăхăн социаллă пурнăç условийĕ лайăхланса пыни те куç кĕрет. Çакă Раççей Президенчĕ В.Путин палăртнă наци проекчĕсем пирĕн районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынинчен те уççăн курăнать. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ те пурнăçа анлăн кĕрсе пырасса шанатпăр. Эппин, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пирĕн тĕрĕс çул-йĕр суйласа илмелле. Суйлав çывхарса пынă май, ырă ĕç тунă партишĕн кайса сасăламалла.
 
Л. ПЕТРОВА



27 октября 2007
00:00
Поделиться