Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрмар район пуçлехĕ В. КИРИЛЛОВ: «Тĕрĕс çул-йĕр суйласа малашлăха çирĕп утар»

      Чăваш Ен стратегиллĕ тĕп тĕллевсене палăртас тата экономикăна аталантармалли комплекслă программăсене пурнăçа кĕртсе регионăн пурнăçне лайăхлатас енĕпе Раççейĕн ытти регионĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
    Раççей Президенчĕ В.Путин палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та анлăн аталанса пыраççĕ. Çапла вара эпир çак ĕçсене Раççей тата Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕсемпе килĕшÿллĕн туса пыратпăр.
    2007 çулхи 9 уйăхри кăтартусене тишкернĕ май районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Вăл пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче - 139, 7 процент, промышленность продукчĕсем туса илессипе - 113, 3 процент, тĕп капитала инвестицисем пырса кĕнипе - 106, 6 процент, халăха тÿлевлĕ пулăшу панипе 133 процент, инженери тата социаллă инфраструктура малалла аталаннипе палăрса тăрать.Кăçалхи 9 уйăхра районти промышленность предприятийĕсем 42273, 7 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 113, 1 процент. Хăйсем туса кăларнă таварсене сутасси те кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсем тĕлне 41494, 5 пин тенкĕпе танлашнă е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 113, 3 процент.
    Ял хуçалăх отраслĕпе илес пулсан, çитĕнÿсем палăрмаллах ÿснĕ. Кунта «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ кунран кун аталанса пыни те пысăк пулăшу кÿрет. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсемсĕр пуçне уйрăм предпринимательсен тăрăшулăхĕ те куç умĕнче. Вĕсен продукци туса илеслĕхĕ те самаях пысăк, таварĕсем те пасарсенче лайăх сутăнаççĕ.
     Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен, чăх-чĕпсен йышĕ ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче 9394 пуç е пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1018 пуç ытла ÿснĕ. Сăвакан ĕнесен йышĕ 4243 пуç, вĕсем те пĕлтĕрхинчен ытларах. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12453 гектар çинче акнă.
     Ял хуçалăхне аталантарма патшалăх пулăшу пани те аталану çулĕ çине тăма май парать. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх комплексне юсаса çĕнетме е çĕнĕрен тума 8 çуллăха кредит панипе усă курса «Арабоси» Агрофирма» 15 млн. тенкĕ таран укçа-тенкĕ илсе выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаса çĕнетнĕ. Ĕне сумалли çĕнĕ зал, сĕт тытмалли блок туса лартни тата ĕнесене кăкармасăр усрани Арапуçсене пысăк категориллĕ сĕт туса илсе сутма май парать.
     Наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа 1111 уйрăм хушма хуçалăх 171150 пин тенкĕ кредит илнĕ. Çăмăллăхлă ял хуçалăх кредичĕ илекенсене пулăшса район администрацийĕ тăрăшнипе «Россельхозбанкăн» пирĕн районти офисне хăтлă çуртра уçрăмăр. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта ял хуçалăхĕн потребительсен кооперативĕ 15 туса хунă. Кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче районта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 2363 тонна аш-какай туса илнĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 314 тонна ытларах. Çавăн пекех çак вăхăт тĕлне 12762 тонна сĕт суса илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1328 тонна нумайрах. 6015 пин штук çăмарта туса илнĕ, пĕлтĕрхи шайран шутласан 113, 1 процент. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9756 гектар çинчен амбар виçипе 22512 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 23, 1 центнерпа танлашать. Çĕр улмине 547 гектар çинчен 8169 тонна, пĕр гектартан 149 центнер туса илнĕ. Кĕрхи культурăсене 4868 гектар çинче акса хăварнă. Планпа палăртнинчен шутласан 108 процент, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 134, 4 процент пулать. 3220 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. Ку ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра «Арабоси» Агрофирма», «АгроВладина», «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, С.Калягин, В.Павлов, Г.Ямуков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пыраççĕ.
    Хальхи вăхăтра шкулсем хăпартни, тĕслĕх библиотекăсем уçни тата вĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни «Вĕрентÿ» наци проекчĕн пĕр пайĕ тесе шутлатăп. Районта 21 модельлĕ библиотекăра кашни кунах ачасене курма пулать. Унта вĕсем компьютерсемпе тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ информацисене илме пултараççĕ. Ялти ачасене районти база шкулсене ятарлă шкул автобусĕсемпе вĕренме илсе çÿрени те наци проекчĕпе çыхăннă. Тикаш, Аслă Чак, Урнар, Шăхаль, Кĕлкеш шкулĕсене газпа ăшăтма тытăннă. Çитес вăхăтра Тикашри, Анаткасри, Кĕтеснерти культура çурчĕсене те газпа ăшăтма пуçламалла. Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул республикăри чи лайăх 30 шкулсен шутĕнче, РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илме пултарчĕ.
   «Сывлăх» наци проекчĕн аталанăвĕ те районта курăмлă.
   Унпа килĕшÿллĕн халăха медицина пулăшăвĕ вăхăтра парасси палăрмаллах ÿсрĕ. Иртнĕ çул Кавалпа Пысăк Енккасси ялĕсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлчĕç. Вĕсене реконструкцилеме тата юсама 719, 4 пин тенкĕ укçа тăкакланă. 2007 çул вĕçĕнче кун пек офиса Энĕшпуç ялĕнче уçма палăртнă. «Сывлăх сыхлавĕ» программăпа килĕшÿллĕн районта тĕллевлĕ 6 программа ĕçлет. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ача çуратакансемпе çие юлнă хĕрарăмсене - çурату сертификачĕпе килĕшÿллĕн кирлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Кунсăр пуçне халăх сывлăхне çирĕплетме тата чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма наци проекчĕпе килĕшÿллĕн район больницине 2006 çулта кăна 3, 2 миллион тенкĕлĕх, 2007 çулта 1, 9 миллионлăх тĕрлĕ оборудованисемпе пуянлатнă. Пĕлтĕр васкавлă пулăшу уйрăмне 6 автомашина илсе килнĕ, çав шутра иккĕшне, 751880 тенкĕлĕх, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн. Диагностика оборудованийĕсем те, автомашинисем те пурте йĕркеллĕ, халăха пулăшу парассишĕн ĕçлеççĕ. Вырăнта ĕçлекен халăха диспансеризаци тăвассине те вăхăтра, пахалăхлă ирттернĕ.
    Иртнĕ 9 уйăхра строительствăна хывнă укçа-тенкĕ 280069, 73 пин тенкĕ пулнă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 100, 6 процент.
     Строительствăпа монтаж ĕçĕсене 236408, 4 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 100, 9 процент.
      Çул-йĕр лайăх пулсан çыннăн кăмăлĕ те çĕкленет. Ку енĕпе районта палăрмаллах ÿсĕмсем пур. Кавала, Ямпайне çитекен çулсене, Тикаш ялĕнчен пăрăнса Хĕрлĕçыр ялĕ таран çул сарас ĕç малалла пырать. «Канаш-Сĕве» чукун çул урлă 3, 8 километр тăршшĕ автоçул кĕперĕ хывнă. «Энĕшпуç - Атайкасси - Хуруй», «Вăрмар-Арапуç-Кĕтеснер», «Вăрмар-Тикаш-Аслă Кайпăç» маршрутлă çулсем çинче тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
     Пысăк Енккасси ялĕнче 200 ача вырнаçмалăх шкул çуртне тума пуçланă. Кунта хальхи вăхăтра строительствăпа монтаж ĕçĕсене 16278, 17 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. 2007 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен 371, 0 пин тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен 60897, 91 пин, район бюджетĕнчен 15525, 11 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
     2007 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне, тупăшне кура, 245278900 тенкĕ çирĕплетнĕ. Кăçалхи октябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 192958300 тенкĕпе усă курнă е çакă çулталăклăха палăртнинчен шутласан 79, 1 процент пулать. Налуксемпе ытти тупăшсене 22224887, 28 тенкĕ пухнă, çулталăка палăртнинчен 86, 0 процент. Предпринимательсемпе тĕрлĕ енлĕ тупăш кÿрекенсен укçи 6878834, 71 тенкĕ е çулталăка палăртнин 80, 8 проценчĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтересси районта аван пулса пырать. Ĕçсĕррисен хисепĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай чакнă. Ĕçшĕн тÿлессипе предприятисемпе организацисен халăх умĕнче паянхи куна пĕр парăм та çук.
     Çапла вара эпир пур ĕçе те район халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тесе пурнăçлатпăр. Çитес вăхăтра районта физкультура комплексĕ, чукун çул вокзалĕ, тавра пĕлÿ музейĕ, «Аниш» автоçул çумĕнче çул çÿрекенсем валли тĕрлĕ ыйтăва татса паракан сервис центрĕсем тума тытăнмалла. Пысăк Енккассинчи çĕнĕ шкула çитес вĕренÿ çулĕ тĕлне хута ямалла. Çавăн пекех Атнаш, Чăрăшçырма, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсем патне çитме асфальтлă çул сармалла тата ытти те. Пуласлăхра çак ĕçсем ăнса пыччăр тесен пирĕн вăй çитнĕ таран тăрăшса ĕçлемелле.


27 октября 2007
00:00
Поделиться